АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти пекех тутлă, техĕмлĕ

17 ноября 2017 г.

Килти пекех тутлă, техĕмлĕ

Вăрмар районĕнчи потребительсен обществи район экономикин аталанавĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ун тытăмне кĕрекен предприятисем пысăк конкуренцие пăхмасăрах ăнăçлă кăтартусемпе ĕçлесе пыраççĕ.

Тĕслĕхрен, М.Сейфуллина хастар руководитель ертсе пыракан "Общепит" тулли мар яваплă общество пахалăхлă апат-çимĕç, çăнăхран тунă продукци, çурма фабрикатсем туса кăларса халăх кăмăлне тивĕçтерессишĕн ырми-канми тăрăшать. Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов 2013 çулта хута кайнă "Светлица" кафе ĕçĕ-хĕлне уйрăмах палăртса хăварса ырларĕ.

"Светлица" умĕнчен никам та лăпкă кăмăл-туйăмпа иртсе каяс çук, тин кăна пиçсе тухнă кукăль шăрши сăмсана кăтăклантарать, хырăма выçтарать. Çапла пулмасăр, кафен иккĕмĕш хутĕнче çăнăхран апат-çимĕç хатĕрлекен цех вырнаçнă. Кунта вăй хуракан ĕçченсем ир-ирех, 5 сехетрех, ĕçе пуçăнаççĕ, 8 сехет тĕлне тутлă та çемçе продукци пĕçерсе кăларса халăх патне çитереççĕ. Цехри ĕç-пуçа пултаруллă та ĕçчен хĕрарăм - аслă повар В.Баранова йĕркелесе пырать. 2016 çулта ăна хăйĕн ĕçне нумай çул ăнăçлă тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноçăн тата суту-илÿ министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.

Кунта ĕçлекен коллектив та пысăк яваплăхпа палăрса тăрать. Р.Павлова, В.Русанова, Л.Николаева, Л.Захарова, Г.Савинова, Ю.Скворцова, И.Ахтямова, Н.Иванова поварсемпе кондитерсем тата Е.Николаева тирпей-илем кĕртекен хăйсен ĕçне пĕлсе тата чунтан парăнса пурнăçлаççĕ. Вĕсем хушшинче райпо тытăмĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшакансем те пур. Пысăк опытлă хĕрарăмсем лайăх ĕçленĕшĕн панă тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Кунта вăй хуракансем ĕç планне яланах 100 процент таранах тултарса пыраççĕ. Вĕсем пĕр уйăхра вăтамран 1 миллион та 350 пин тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ. Цехăн кăçалхи вунă уйăхри тавар çаврăнăшĕ 13 миллион та 174 пин тенкĕпе танлашнă.

Çăнăхран апат-çимĕç хатĕрлекен цехăн ассортименчĕ пысăк. Кунта пурĕ 80 ытла тĕрлĕ продукци пĕçерсе кăлараççĕ. Çынсенчен саккас йышăнса кăмăл ыйтнине пĕтĕмпех хатĕрлесе параççĕ - кукăль-пÿремечсем, пицца, кондитер изделийĕсем тата ытти те. Çапла çынсен килте чуста хурса аппаланмалли çук, хатĕр продукцине тух та туян, пахалăхĕ те килтинчен нимĕнпе те кая мар.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика