АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукци Раççейĕпех саланать

17 ноября 2017 г.

Продукци Раççейĕпех саланать

Вăрмарти "ОВАС" çĕвĕ фабрики районта тухăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. Кунта паянхи куна 85 çын ĕçлет. Хĕрарăмсен пысăк коллективĕнче икĕ арçын валли те вырăн пур. Слесарь-наладчик тата грузчик ĕçĕсене арçынсемех пурнăçлаççĕ. Çĕвĕ цехĕн начальникĕнче 7-мĕш çул ĕнтĕ Луиза Григорьевна Семенова тăрăшать. Кунти пĕтĕмĕшле ĕçе йĕркелесе тăрать вăл. Фабрикăра хальхи вăхăтра çуркунне валли çăмăл курткăсем, плащсем, шăлаварсем, çурмакомбинезонсем, хĕлле валли хушма саккассем çĕлеççĕ. Йăлтах ача-пăча валли. Вăрмарти "ОВАС" фабрикăра çĕленĕ продукцине Шупашкара - тĕп базăна ăсатаççĕ, унтан вара ăшă тумтир Раççейĕпех саланать. Опытлă Вăрмар çĕвĕçисем ачасем валли илемлĕ, пахалăх тĕлĕшĕнчен аван продукци хатĕрлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ саккассем те яланах нумай. Кунта ĕçлекенсенчен чылайăшĕ районти тĕрлĕ ялсенчен ĕçе çÿренине кура предприяти çĕвĕçсене ĕç вырăнне, ĕç вырăнĕнчен яла çитерессине икĕ маршрутпа йĕркеленĕ. Мăнçырма, Кĕтеснер, Арапуç ялĕсем еннелле ирпе-каçпа пĕр маршрутпа, Чупай, Патти, Шăплат, Пăртас, Карăкçырма ялĕсем еннелле тепĕр маршрутпа тÿлевсĕрех илсе çÿреççĕ. Унсăр пуçне фабрикăра тăрăшакансене тÿлевсĕр майпа кăнтăрлахи апат та çитереççĕ. Çĕвĕ цехĕн начальникĕ Л.Семенова пире ăнăçлă ĕçлесе пыракан пĕрремĕш бригадăпа паллаштарчĕ. Унăн бригадирĕ опытлă çĕвĕç Надежда Степанова, вăл Вăрмарти "ОВАС" çĕвĕ фабрики уçăлнăранпах, 7 çул ытла вăй хурать кунта. Тăрăшса вăй хума пур условисем те пур: çутă, таса, ăшă. Вăрмар районĕн 90 çулхи юбилейне çĕвĕçсен коллективĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене йăлтах пăхăнса ĕçлеççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика