АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хăмлин чапĕ кайрĕ инçене

17 ноября 2017 г.

Чăваш хăмлин чапĕ кайрĕ инçене

Хăмла тупăшлă культура, ăна сăра вĕретнĕ çĕре кăна ямаççĕ, промышленноçра тата ытти çĕрте те нумай усă кураççĕ. 2017 çулта хăмлана районта пĕтĕмпе 45 тонна пухса кĕртнĕ, пĕр гектар пуçне шутласан 17,3 центнер "симĕс ылтăн" татнă. Цифрăсем, малтанхипе танлаштарсан, палăрмаллах курăмлă. Апла пулсан хăмлаçăсем çав тери тăрăшуллă ĕçлени куç умĕнче.

Халĕ район территорийĕнче 30 гектар хăмла плантацийĕ çинче ĕçлеççĕ, çав шутра çимĕç параканни - 26 гектар. Çамрăк хунавсем 4 гектар йышăнаççĕ. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче хăмла 6 гектар çинче çитĕнет, Кавалта - 4, Мăнçырмара 12 гектар тата Кĕтеснерте 8 гектар çинчи участокра хăмла туса илеççĕ. Ку ялта кăçал кĕркунне тепĕр 4 гектар çĕр илсе çитес çул çамрăк хунавсем лартса хăварма тĕллев тытнă. Пур участоксенчи татса илнĕ хăмлана Мăнçырма ялĕнче вырнаçнă типĕтекен агрегатпа типĕтсе кондицие çитереççĕ. Унтан вара "АгроРесурсы" тулли мар яваплă обществăн тĕп территорийĕнче пресласа гранулăсем тăваççĕ. Хатĕр гранулăсене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене вырнаçтараççĕ. "Кăçал районта пурĕ 45 тонна хăмла пухса кĕртнĕ. Пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 17,3 центнер "симĕс ылтăн" тухнă. Çак ĕçе пурне те кунти вăй хуракансемпе /штатлă расписанипе 18 çын/ пĕрле пурнăçланă. Акă, тĕслĕхрен, Е.Васильев, Б.Никифоров, Н.Матвеев, В.Александров, А.Соборов трактористсемпе А.Федоров водителе, Т.Николаева складсен заведующине тата ялсенчи участокри рабочисене ырăпа каласа хăварни вырăнлă. Вĕсен тăрăшулăхĕпех кашни çул тупăшлă хăмла туса илсе выставкăсене хутшăнса Дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçетпĕр. Акă кăçал та Раççейре иртнĕ "Ылтăн кĕркунне" выставкăна хутшăнса ылтăн медаль илме пултартăмăр. Пирĕншĕн çакă пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Эпир пĕр ĕçе те алă вĕççĕн тумастпăр, техника паркне кашни çулах пуянлатса пыратпăр. Хăмлана татса тирпейленĕ хыççăн йăрансем хушшине кашни кĕркуннех Т-54В гусеницăллă тракторпа сухаласа хăваратпăр. Хăмла юписене юсаса пралукĕсене хытаратпăр тата ытти те. Çуркунне культиваци тăватпăр тата хăмлан тĕп тымарĕсене касатпăр, шпалерсене те ятарлă техникăпа /хмелевая вышка/ усă курса çакатпăр. Тăрăшуллă рабочисем пуррипех агротехника требованийĕсене пурне те тĕплĕн пурнăçлатпăр", - терĕ "АгроРесурсы" обществăн директорĕ С.Дмитриев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçнă май.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика