АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе хисеплĕ ят хăварнă хăвăр çинчен Вăрмар тăрăхĕнче

17 ноября 2017 г.

Иртни нихăçан та манăçмасть

1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче - Пĕтĕм Раççейри ĕç тăвакан тĕп комитет Президиумĕ Чăваш АССРне районсем çине пайламалли çинчен постановлени йышăннă. Республикăра 17 район йĕркеленĕ. Çак çулах октябрĕн 5-мĕшĕнче Советсен районти пĕрремĕш сьезчĕ иртнĕ. Унта 111 делегат хутшăннă. Шăпах çак кун пирĕн Вăрмар районĕ йĕркеленнĕ те. Районти ĕç тăвакан комитетăн Президиумĕн пĕрремĕш председателĕ Николай Прохорович Хаймулин пулнă. Çав вăхăтра вăл 30 çулта пулнă.

Аслă Отечественнăй вăрçăн хаяр та тискер çулĕсем район историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Районтан фронта 6500 ытла çын кайнă, вĕсенчен 3689-шĕ вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă, хыпарсăр çухалнă. Нумайăшĕ йывăр аманнă. Вăрçă суранĕсем пырса тивмен пĕр çемье те юлман пулĕ районта. Аслă Отечественнăй вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Вăрмар поселокĕнче çуралнă Алексей Семенович Казаков "Совет Союзĕн Геройĕ" ята тивĕçнĕ. Саруй ялĕнче çуралнă Павел Порфирьевич Порфирьев Мухтав орденĕсен тулли Кавалерĕ пулса тăнă. Вăл Мускавра иртнĕ Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă. Павел Порфирьевичпа пĕрле Çĕнтерÿ парадне пирĕн ентешсем Исаак Герасимов, Геннадий Пульхеровский, Николай Иванов, Николай Еремеев хутшăннă. Тăшмана çапса аркатас ĕçре тыл ĕçченĕсем пысăк тÿпе хывнă. Вăрçă çулĕсенчи паттăрла ĕçĕсемшĕн районти 7 пин çынна наградăланă. Районта пурăнакансем фронт валли 8 пин ытла тĕрлĕ тумтирпе ура тăхăнмалли, 13 пин килограмм апат-çимĕç, 2,5 миллион ытла тенкĕ укçа пуçтарса панă, 100-шер çын хÿтĕлев укрепленийĕсен строительствине хутшăннă. Çар фондне пуянлатассишĕн районти "Дружба", "Арабоси", "Большие Чаки", "Красные Шигали", "Красная Кубня", "Аниш", "Красные Шептахи", "Свобода", "Маяк" тата ытти колхозсен ĕçченĕсем пысăк активлăх кăтартнă.

Вăрçă çулĕсенче районти промышленноç предприятийĕсем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пысăк тÿпе хывнă: Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики фронта кирлĕ продукци туса кăларнă. Ĕçри паттăрлăхшăн фабрикăри 75 рабочие патшалăх наградисем парса хавхалантарнă, директорне И.Горбунова "Хисеп Палли" орденпа чысланă. Вăрçă çулĕсенче пĕтĕм Союзри коммунистсен партийĕн ВКП/б/ районти комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ Александр Дмитриевич Смирнов, райисполкомăн председателĕ Павел Николаевич Биктимиров пулнă.

Тăван халăхшăн ĕçленĕ

50-мĕш çулсем вĕçĕнче районсене пысăклатма тытăннă, çавăнпа та 1959 çулта Октябрьски района кĕрекен хăш-пĕр ялсене пирĕн район çине çирĕплетнĕ. Унтан Вăрмар районне Куславкка, Тăвай районĕсен хăш-пĕр ялĕсем кĕнĕ. Районсене пĕр çĕре пуçтарни ăна ертсе пырас çĕрте те тĕрлĕ йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Çавăнпа та пулĕ тепĕр 3 çултан, 1965 çулта, районсен çĕнĕ сетьне çирĕплетнĕ. Ун хыççăн районта урăх улшăнусем пулман. 60-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче тата 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче колхоз-совхозсен, промышленноç предприятийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетес енĕпе нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Çав çулсенче Мичурин ячĕпе хисепленекен тата "Путь Ильича", "Восход", "Дружба", "Ленинский", XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен колхозсем районта малта пыракан хуçалăхсем пулнă. Ялхуçалăх производствинче палăрмаллах пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз председательне Сергей Лукич Лукина 1976 çулта "Социализмла ĕç геройĕ" ята панă. Вăл çак хуçалăха 23 çул ертсе пынă. Çак çулсенче хуçалăх ăнăçлă аталаннă, пурлăхпа техника никĕсĕ те çирĕпленнĕçемĕн çирĕпленсе пынă. Шел пулин те, Сергей Лукич 68 çула çитиччен те пурăнаймарĕ. Малтанхи çулсенчи пултаруллă çынсем тата ялхуçалăх производствин руководителĕсем - Иван Григорьевич Григорьев /"Дружба" колхоз/, Иван Михайлович Михайлов /"Путь Ильича" колхоз/, Анатолий Илларионович Пуклаков /"Восход" колхоз/, Александр Петрович Волоснов /"Россия" совхоз/ тата Вячеслав Алексеевич Мадянов, Геннадий Михайлович Михайлов /ялхуçалăх управленийĕн начальникĕсем/, Анатолий Михайлович Леонтьев, Михаил Николаевич Петров паян пирĕн хушăра çук. Хăйĕн шăпине Вăрмар районĕпе çыхăнтарнă кашни çын хуть те ăçта ĕçленĕ пулсан та ырă йĕр хăварнă. Вĕсен сăнарĕсем вăрмарсен асĕнчен нихăçан та тухас çук. Акă, тăван районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕшĕн нумай вăй хунă районăн руководителĕсем: Ефим Архипович Ярандайкин, Павел Николаевич Биктимиров, Александр Станиславович Степанов, Михаил Захарович Березнев, Александр Дмитриевич Смирнов, Варсанофий Алексеевич Алексеев, Василий Ефимович Кузнецов, Михаил Николаевич Петров, Геннадий Григорьевич Григорьев халăх асĕнчен нихăçан та тухас çук. Районшăн ырă ĕç туса палăрнăшăн вĕсене пурне те пысăк тав! Чăваш халăхĕн паллă та чаплă ывăл-хĕрĕсем пирĕн районтан чылай тухнă. Вăрмар çĕрĕ Социализмла Ĕç геройĕсене те çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - Кирилл Николаевич Николаев, Валентина Степановна Григорьева /Чупай ялĕ/, Сергей Лукич Лукин /Кивĕ Шулхан ялĕ/ хамăр районтах ĕçлесе пурăннă. Пирĕн районта çуралса ÿснĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе чапа тухнă Социализмла Ĕç геройĕсем: Василий Степанович Степанов /Кавал ялĕ/, Клавдия Васильевна Петрова /Шăплат ялĕ/, Владимир Иванович Рябчиков /Çĕнĕ Кинчер/, Николай Емельянович Гаврилов /Тупах ялĕ/.

Вăрмарсем - ÿнер ăстисем

Вăрмар районĕнчен тухнă литературăпа искусство ĕçĕ-хĕлĕнче палăрнисене, тава тивĕçлĕ артистсене, художниксемпе спортсменсене кашниех ятран пĕлет: Ефим Никитин 1912 çулта Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл - Чăваш халăх артисчĕ, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ. Нина Яковлева 1940 çулта Пысăк Енккасси ялĕнче çуралнă. Нина Михайловна Яковлевăна Туслăх орденĕпе наградăланă. Василий Павлов 1951 çулта Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. Вăл Çамрăксен театрĕн артисчĕ. Вĕсем виçĕ пĕртăван: Фаина Ивановна Иванова, Николай Иванович Иванов. Ревель Федоров 1929 çулта Аслă Чак ялĕнче çуралнă. Вăл "ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ художникĕ", "РФ халăх художникĕ". Василий Алентей 1919 çулта Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл - Чăваш халăх писателĕ. Ăна Халăхсен Туслăхĕн орденĕпе наградăланă. В.Алентей районта тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакторĕ пулнă. Николай Садюков 1940 çулта Кавал ялĕнче кун çути курнă. Паллă художник. РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Николай Иванов /Пархатар/ 1937 çулта Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Паллă юрăç, композитор. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятсене тивĕçнĕ. Геннадий Максимов 1931 çулта Чăрăшçырма ялĕнче çуралнă. Ăна "ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ" хисеплĕ ят панă.

Спортри ÿсĕмсем

Валериан Соколов 1946 çулта Пинер ялĕнче çуралнă. Бокс енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, СССР Кубокĕн çĕнтерÿçи, тăватă хут СССР чемпионĕ, XIX Олимп вăййисен чемпионĕ. Николай Пуклаков 1945 çулта Шăхаль ялĕнче çуралнă. Çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, Пĕтĕм тĕнчери Универсиада чемпионĕ, СССР чемпионĕ тата рекордсменĕ. Раççей чемпионĕ Татьяна Архипова 1983 çулта Карăкçырма ялĕнче кун çути курнă. Çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, Европа чемпионки тата кĕмĕл призерĕ, Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ тата чемпионки, Европа чемпионачĕсен кĕмĕл призерĕ, Лондонри XXX Олимп вăййисен бронза призерĕ. Светлана Захарова 1970 çулта Атайкасси ялĕнче çуралнă. Çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, Тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ, Бостонри тата Чикагори марафонсен çĕнтерÿçи.

Район ят-сумне çĕршыв таран çĕкленĕ

Пирĕн районтан тухнисен ретĕнче патшалăх умĕнче палăрнă обществăлла деятельсемпе ученăйсем те пур. Вĕсем район чысне республикăра кăна мар пĕтĕм çĕршывĕпех çĕкленĕ. Чăваш Республикинче ертсе пыракан должноçсенче нумай çул ĕçленĕ ентешсемпе Вăрмарсем чăннипех те мухтанаççĕ. Акă, Михаил Васильевич Зайцев 13 çул /1962-1975 ç.ç./ республикăри Министрсен Совечĕн председателĕнче, Анатолий Михайлович Леонтьев - КПСС Обкомĕн секретарĕнче, каярахпа Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн председателĕнче вăй хунă. Çавăн пекех Чăваш АССРĕн Правительство министрĕсем - Дмитрий Егорович Егоров /Çутĕç министрĕ/, Николай Васильевич Яковлев /Юстици министрĕ/, Юрий Григорьевич Ефремов /Промышленноç, энергетика, транспорт министрĕ/ яваплăха туйса ĕçленĕ. Анатолий Дмитриевич Борцов КПСС Обкомĕнче нумай çул ертсе пыракан должноçсенче ĕçлесе палăрнă. Паллă деятель-ентешсем район аталанăвĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн палăрмаллах нумай тăрăшнă.

Медицина наукинче те ырă ĕçсем туса палăрнă ентешсем хушшинче ученăйсем пур, вĕсенчен Леонид Николаевич Ивановпа Игорь Вячеславович Мадянов, Михаил Васильевич Краснов, Леонид Николаевич Алякин паянхи кун та сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче ĕçлеççĕ. Вăрмарсем хăйсен ентешĕсемпе педагогика ĕçĕнчи ученăйсемпе, ăслăлăх докторĕсемпе - Николай Иванович Егоровпа, Рената Васильевна Михайловăпа, Татьяна Николаевна Афанасьевăпа /Петрова/, Галина Николаевна Афанасьевăпа, Людмила Васильевна Кузнецовăпа, Василий Кириллович Кирилловпа, Василий Петрович Ковалевпа чăннипех те мухтанаççĕ.

80-мĕш çулсем вĕçĕнче районта газ кĕртессипе тата ялсем патне çитме асфальтлă çулсем сарассипе активлă ĕçлеме пуçăннă вăхăтра та республикăран района пулăшса тăни палăрмаллах сисĕннĕ.

Вăл вăхăтра района Валерий Алексеевич Алексеев, Георгий Иванович Чернов, Валериан Петрович Петров, Нинель Петровна Дмитриева ертсе пынă.

Вĕсем тăрăшнипех районта газификаци ĕçне палăртнă вăхăт тĕлне вĕçленĕ, вуншар километр асфальтлă çулсем хывнă, шкулсемпе ача сачĕсем, спорт, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсем хăпартса лартнă.

 

Аталанать, тĕрекленет Вăрмар Ен

Вăрмар районĕн çав тери пуян историйĕ, пирĕн çакăн пек чаплă ентешсем пурри пире, халĕ районта ĕçлесе пурăнакансене, унăн хальхи пурнăçĕшĕн тата пуласлăхĕшĕн пысăк яваплă пулма хистеççĕ. Районта пурăнакан халăх хăй аллипе çăкăр ĕçлесе илме хăнăхнă. Пирĕн тăрăхра çĕр айĕнчен кăларакан усăллă япаласем /нефть, газ/ çук. Район ăнăçлăхĕ ытларах ялхуçалăхĕнче вăй хуракансенчен килет. 90-мĕш çулсенчи аграрири улшăнусем ялсенче нумай йывăрлăх кăларса тăратнине пурте пĕлетпĕр. Колхозсемпе совхозсем вырăнне ялхуçалăх производствин çĕнĕ формисем никĕсленсе пынă, ытларах хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем. Районта ĕçе çĕнĕлле, улшăннă условисемпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пыма пултаракан руководительсем тăрăшма пуçланă. Вĕсем - ял ĕçне чунтан парăннă талантлă çынсем, хастар пуçлăхсем, хуçалăх ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлекенсем: Геннадий Николаевич Ямуков, Николай Анатольевич Иванов, Владимир Анатольевич Иванов, Владислав Клементьевич Арманов, Виктор Федорович Кандаков, Петр Николаевич Крылов, Владимир Яковлевич Иваншкин, Сергей Леонидович Дмитриев, Игорь Игоревич Сыснов, Анатолий Витальевич Ульянов, Вячеслав Михайлович Сергеев, Ольга Анатольевна Иванова, Вячеслав Федорович Павлов, Елена Владимировна Орлова.

Йывăçпа ĕçлекен тата çăмăл промышленность /Вăрмарти сĕтел-пукан тата çĕвĕ фабрикисем/ яланах районти промышленность структурин тĕп отраслĕсем пулнă. 70-мĕш çулсенче Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики 60 ытла тĕрлĕ продукци туса кăларнă. Фабрика ĕçленĕ çулсенче кунта сĕтел-пукан ăстисен темиçе династийĕ те палăрнă. Çапла, Горбуновсен династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 400 çула яхăн шутланать. Районта Степановсен, Герасимовсен, Елизаровсен, Новосельцевсен тата ыттисен те династийĕсем паллă. 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче сĕтел-пукан фабрики хупăннă пулин те паян районта йывăçпа ĕçлекен тĕрлĕ производствăсем пур. Çăмăл промышленность продукцине туса кăларас йăла та районта хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. "Светлана" тата "ОВАС Спорт" предприятисем ăнăçлă кăтартусемпе ĕçлесе пыраççĕ. "Аванпром" тата "Вăрмарти механика завочĕ" предприятисен малашлăх тĕллевĕсем пысăк пулнине палăртса хăвармалла.

Поселок сăн-сăпачĕ куç умĕнчех палăрмалла улшăнса пырать, район центрĕн кăна мар, пĕтĕмĕшле районăн та. Ял тăрăхĕсен социаллă тата культурăллă пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Поселокра та, ялсенче те пурăнмалли условисем лайăхланса пыраççĕ.

Юлашки вунă çул хушшинче кăна район центрĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ темиçе объект та хута кайнă, тĕслĕхрен, чукун çул вокзалĕ, физкультурăпа спорт комплексĕ, халăх историйĕпе таврапĕлÿ музейĕ. Хальхи йышши виçĕ вĕрентÿ учрежденийĕ /Пысăк Енккассинчи тата Пинерти шкулсем, Вăрмар поселокĕнчи ача-пăча сачĕ/, Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕ уçăлнă. Район строительствăпа, нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерессипе çыхăннă патшалăх программисене активлă хутшăнать, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли пирки калакан Федераллă саккуна пурнăçа кĕртессипе ĕçлет. Вак тата вăтам предпринимательлĕх çирĕп аталанаççĕ, районти комплекслă инвестициллĕ программăн задачисем пурнăçланса пыраççĕ. Çав вăхăтрах паян, районăн 90 çулхи юбилейĕн кунĕнче, пĕтĕм çитĕнÿсене шута илсе, çакна каламалла: район умĕнче пĕлтерĕшлĕ задачăсем тата нумай-ха, вĕсене пурнăçласси вăхăт ыйтнă пек пулса пырать. Пире çĕнĕ çул-йĕрсем тата кĕперсем, социаллă культурăллă объектсем кирлĕ. Унсăр пуçне ялхуçалăх производствине те çĕнĕлĕхсем хăюллăрах кĕртмелле. Вĕрентÿ сферине тата малалла аталантарасси, медицина, культура, суту-илÿ сферисен ĕçĕ-хĕлĕн пахалăхне лайăхлатасси районта курăмлă вырăн йышăнмалла. Çак тĕллевсене пурнăçлас ĕçре пĕтĕм шанчăк вара - пирĕн халăхра, ахаль ĕçченсенчен пуçласа ертÿçĕсем таранччен. Вăрмар районĕнче хастар та пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Эпир малашлăха çутă ĕмĕтпе тинкеретпĕр! Район халăхĕ лайăхрах пурăнтăр, ума лартнă тĕллевсем пурнăçланччăр тесе çине тăрса вăй хурасса çирĕплетсех калатпăр. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире Вăрмар районĕ 90 çул тултарнă ятпа тепĕр хут саламлатăп! Пурне те ырлăх-сывлăх, килĕшÿлĕх, ăнăçлăх сунатăп.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика