17 ноября 2017 г.
Кăçалхи март уйăхĕнче эпир паллă пулăма - Вăрмар поселокĕ 70 çул тултарнине уявларăмăр. Паян вара тата тепĕр юбилейлă дата - Вăрмар районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине паллă тăватпăр. Чи малтанах Вăрмар район администрацийĕн ячĕпе тата хамăн ятран Вăрмар район çыннисене, хăнисене чĕререн тухакан сăмахсемпе çак пысăк уявпа хĕрÿллĕн саламлатăп! Кашни районăн хăйĕн йăли-йĕрки, историйĕ, уйрăм географи вырăнĕ, культури, çĕр айĕнчен кăларакан усăллă япалисем, тĕлĕнмелле илемлĕ çутçанталăк. Вăрмар районĕн тĕп пуянлăхĕ - район çыннисем. Ку вăл хăйсен ăсĕпе, пĕлĕвĕпе, ĕçченлĕхĕпе района аталантаракан тата пуянлатакан çынсем. Вĕсен тухăçлă ĕçĕ-хĕлне, пултарулăхне кура пысăк еткерлĕх пуçтарăннă. Вăрмар çĕрĕ яланах ĕçчен те пултаруллă çынсемпе палăрнă. Мăн асаттесен пархатарлă ĕçĕсемпе пуçарăвĕсене вĕсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Вăрмар районĕнче пурăнакансен ăс-хакăлĕпе ĕçченлĕхĕ иксĕлми. Чăваш Республикин экономикăпа социаллă аталанăвĕнче те Вăрмар районĕ хисеплĕ вырăн йышăнать. Иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук. Пирĕн тивĕç - районăн 90 çулхи историйĕн страницисене уçса тухасси, тишкересси.
Источник: "Урмарская районная газета"