АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр уявĕнче савăнчĕç

11 ноября 2017 г.

Кĕр уявĕнче савăнчĕç

Кĕр - çулталăкăн хăйне евĕрлĕ илемлĕ вăхăчĕ. Хĕрлĕ, сарă, хăмăр çулçăсем йывăçсем çинчен вĕлтĕртетсе тăкăнаççĕ те ура айĕнче тĕрлĕ тĕслĕ кавир пек чăштăртатса выртаççĕ. Кассăн-кассăн çумăр çуса иртсе каять, кантăкран тем пăшăлтатса шаккать. Йывăç турачĕсем хушшинче ашкăнчăк çил ачи вылять.

Ача сачĕсенче пĕчĕк шăпăрлансем çутçанталăк илемне курма вĕренччĕр тесе яланах тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Акă, çак кунсенче Вăрмар поселокĕнчи "Березка" ача садĕнчи "Калинка" ушкăна çÿрекенсем кĕр илемĕпе туллинех киленчĕç. Çулçăсемпе тата сывлăш шарĕсемпе капăрлатнă залта çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Ачасем патне хăнана "Кĕркунне" килсе çитрĕ. Шăпăрлансем тĕрлĕ чĕрчунсем пек тумланса хаваслă сценкăсем кăтартрĕç, кĕркунне çинчен сăвăсем пăхмасăр каларĕç, юрăсем юрларĕç, карталанса ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Ачасем пурте çак мероприятие активлă хутшăнчĕç. Вĕсен пичĕсенче савăнăçлă кулă çиçрĕ. Уява килнĕ ашшĕ-амăшĕсем ачасене алă çупса хавхалантарчĕç. Музыка руководителĕ И.Николаева тăрăшнипе залта асамлă кĕвĕсем янăрарĕç. Мероприяти вĕçĕнче "Кĕркунне" пĕчĕкскерсене пылак кучченеçсемпе хăналарĕ. Пурте питĕ кăмăллă юлчĕç. Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни - ачасен асăнче нумайлăхах юлакан чăн-чăн уяв. Вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма, хăйсене çынсем хушшинче тытма вĕренеççĕ. Унсăр пуçне ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Ача сачĕсенче ирттерекен уявсене ачасем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем илемлĕ тумсем хатĕрлеççĕ, ачасемпе сăвăсем, юрăсем вĕренеççĕ. Çакă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хушшинчи хутшăнăва тата ытларах çирĕплетет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.МАЛИНКОВА, М.ПОРФИРЬЕВА, воспитательсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика