АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушă выртакан çĕрсемпе туллин усă курассишĕн

11 ноября 2017 г.

Пушă выртакан çĕрсемпе туллин усă курассишĕн

Пирĕн район ĕçĕ ытларах çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Йывăрлăхсем пулсан та районти чылай хуçалăхсем малтисен йышĕнче пыраççĕ. Кăçал пирĕн район тухăçлă тыр-пул тата çĕрулми туса илессипе республикăра 5-мĕш вырăн йышăнчĕ. Малашлăхшăн ăнтăлса ĕçлекен нихăçан та ураран ÿкмест, çитĕнÿшĕн тăрăшать. Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть. Пысăк ĕçе, яваплăха туйса, харпăр хăй çине илсе вăй хуракансем пирĕн районта та сахалах мар.

Ÿсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ паян потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ. Ăна ытларах туса илес тесен вара усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Пирĕн тăрăхра ялхуçалăх çĕрĕсем район экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асра тытса эпир усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн малалла ĕçлетпĕр. 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне 4638 гектар усă курман çĕр пулнă, вĕсенчен 1700 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă, вĕсенчен паянхи куна 1526,6 гектарне сухаласа усă курма тытăннă. Çакă планпа палăртнинчен 89,8 процент пулать.

"Свебрата" тулли мар яваплă общество Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи усăсăр выртакан 694 гектар çĕре сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртме пултарчĕ. Çавăн пекех "ВладинаАгро" тулли мар яваплă общество - 249 гектар, "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕ - 142 гектар, "Ферратус" тулли мар яваплă общество - 65, "Васильев С.Н" хресчен /фермер/ хуçалăхĕ - 83, "Григорьев Н.П." хресчен /фермер/ хуçалăхĕ -30, "Иванова О.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕ - 24, "Слава" тулли мар яваплă общество - 78,7, "Владимиров Г.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕ 22 гектар çĕре сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланă йĕркесем пур: "Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, çавăн пекех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем уйрăмах тимлĕ пăхакан пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр çĕрпе усă курассин тухăçлăхне ÿстересси пулса тăрать",- тенĕ. Пирĕн районта та çакна тĕпе хурса, вăл каланине пурнăçа кĕртес тесе тăрăшса ĕçлетпĕр. Ялхуçалăх ĕçĕ пĕр-пĕринпе çыхăннă - çĕрне пусă çаврăнăшне кĕртмелле, акса-лартса илнине ăнăçлă пухса кĕртсен выльăх-чĕрлĕх витĕр кăларса паха продукци туса илсе вырăнти халăха хамăрăн таварпа тивĕçтермелле.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуcалaх тата экологи пайeн тeп специалист эксперчe-агроном.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика