АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальон - хисеплĕ професси

11 ноября 2017 г.

Почтальон - хисеплĕ професси

Почтальон профессийĕ Авалхи Египет вăхăтĕнчех тымар илнĕ. Ĕлĕкрех Раççейре почтальон ĕç-хĕлне ямшăксем /ямщиксем/ пурнăçласа пынă. I Петĕр патша вăхăтĕнче 1711-1712 çулсенче пĕрремĕш почтамтсем туса лартнă, çырусем валеçекен çынсем - почтарьсем ĕçлеме пуçланă. Патша вăхăтĕнче почтальонсем жандармсемпе офицерсем пек ятарлă униформа тăхăнса çÿренĕ.

Почтальон - хисеплĕ професси. Ăна кашни килте тенĕ пекех кĕтеççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне Шупашкарта пурăнакан тăвансемпе эрнесерен çыру çÿрететтĕмĕр. Çавăн чухне почтальон килессине чăтăмсăррăн кĕтсе кантăкран пăхса ларни халĕ те асрах. Хальхи саманара çыру çÿретекенсем сахалланчĕç пулин те почтальон çав-çавах кашни килтех кĕтнĕ çын. Лăпкă та тÿлек çанталăкра, акă, ялта кинемисем почтальон килмест-ши тесе хапха умнех тухса тăраççĕ, çĕнĕ хаçат-журнала урамрах уçса вулаççĕ.

Шăхаль ялĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче виçĕ почтальон вăй хурать. Валентина Гафитулинапа Зоя Тапинова иккĕшĕ те 13 çула яхăн тăрăшса ĕçлеççĕ кунта. Вĕсем 3-мĕш класлă почтальонсем. Шăхаль ялĕ чылай пысăк, çапах та иккĕнех хаçат-журнал валеçме ĕлкĕреççĕ пултаруллă ĕçченсем, пенси укçине те вăхăтра илсе çитереççĕ. Почтальонсен йывăр сумккисенче кулленхи пурнăçра кирлĕ хăш-пĕр таварсем те пур. Çакă килтен инçе тухса çÿрейменнисемшĕн питех те меллĕ. Çапла, мĕн кирлине почтальонсем килех илсе килсе параççĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçлаççĕ вĕсем. Лайăх ĕçленĕшĕн почтальонсем пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсем илме тивĕçнĕ. Марина Матвеева - почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ. Çамрăкскер, ку яваплă должноçра виçĕ уйăх кăна ĕçлет, ĕç вăрттăнлăхĕсене тин уçса пырать, апла пулин те пысăк хастарлăхпа тăрăшса вăй хурать. Килен-каян та унăн ĕçĕпе кăмăллă. Туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ Шăхаль почтальонĕсем, çавăнпа ĕçĕ те ăнăçса пырать вĕсен, план та туллинех пурнăçланать. Акă, халĕ çырăнтару тапхăрĕ пырать, çавăнпа активлăхне тата ытларах ÿстерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Ял çыннисем чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсене кăмăлланине, вĕсене яланах çырăнса тăнине пĕлтерчĕç почта ĕçченĕсем, çав шутра "Хĕрлĕ ялав", "Хресчен сасси", "Кил-çурт, хушма хуçалăх" хаçатсем.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика