АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи ĕçсем пултаруллисене палăртрĕç

11 ноября 2017 г.

Кĕрхи ĕçсем пултаруллисене палăртрĕç

Ĕç çынна мухтава кăларать, ĕç - пурнăç тыткăчи, илемĕ. Хăйсен ĕçне тивĕçлĕ, тĕплĕ пурнăçлакан çынсене, пултаруллисене ниепле те асăрхамасăр тăраймăн. Ахальтен мар ĕнтĕ чи-чи маттуррисене уявсенче чысласси çирĕп йăлара. Республика, район шайĕнче ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕсем иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Вĕсенче чи маттурррисене, ĕçченлĕхĕпе палăрнисене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç.

Вĕсем хушшинче Кивĕ Вăрмарти "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществинче вăй хуракансем те пулчĕç. Пултаруллисенчен пĕри вăл çак хуçалăхри механизатор Сергей Владимирович Николаев /ÿкерчĕк çинче/. Районти культурăпа кану çуртĕнче ялхуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă тунă чухне ăна кăçал октябрĕн 20-мĕшĕнче "Кĕрхи культурăсене акассипе ĕçлекен чи лайăх механизатор - 2017" хисеплĕ ят парса чысларĕç, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем чылай унăн. Ку е вăл енĕпе чи лайăх механизатор ятне юлашки 3-4 çул хушшинче тăтăшах тивĕçет вăл. Хуçалăх руководителĕ Е. Тимофеева та ырă сăмахсем кăна калать С.Николаев пирки: "Сергей Владимирович тăрăшуллă, шанчăклă, опытлă механизатор. Кирек епле ĕç шанса парсан та пĕлсе тăратăн: тĕплĕ, вăхăтра пурнăçлать. Шанчăклă çын". Елена Валерьевна пире пĕр вăрттăнлăх та уçса пачĕ, пултаруллă механизатора кĕçех Вăрмар районĕ 90 çул тултарнине халалласа ирттерекен уявра РФ ялхуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе те чыслама палăртнă иккен.

"Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче кăçал кĕрхи тулла 413 гектар çинче акса хăварнă. Пĕтĕмĕшле 584 гектар çинчен çурхи тулă, 370 гектар çинчен урпа, 580 гектар çинчен кĕрхи тулă вырса илнĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 307 гектар çинчен çулса илнĕ.

Сергей Владимирович кайăк-кĕшĕк фабрикинче 1998 çултанпа ĕçлет. Хăйне шанса панă техникăна пĕлсе ĕçлеттерет. Хальхи вăхăтра ПК- 27 погрузчикпе чăх ферминче тислĕк тиет вăл. Тиенĕ тислĕке уя турттарса тăраççĕ.

Хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ вĕçленнĕ пулин те хуçалăхра механизаторсен ĕç пĕтмест. Ирхине 8 сехет валли механика паркне çитсе С.Николаев чи малтанах ĕçе илсе тухмалли техникăна тĕрĕслет, путевка илет, погрузчике чĕртсе паркри заправкăна илсе тухать. Çапла ĕç кунĕ пуçланать унăн. Çавăн пекех ытти механизаторсемпе рабочисем те хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Тăрăшуллă, сăпайлă механизаторăн С.Николаевăн çемйинче 3 ача çитĕнет: 9 çулхи Артем, 6 çулхи Костя, çулталăк çурăри Маша. Мăшăрĕпе Татьянăпа пĕрле вĕсем ачисене тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика