АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Почтăпа пĕрле вулатпăр»

11 октября 2017 г.

2017 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕ таранччен Раççей Почти пĕтĕм çĕршывĕпех çыхăну уйрăмĕсенче "Почтăпа пĕрле вулатпăр" акци ирттерет. Клиент хаçат-журнал продукцине 100 тенкĕрен ытларах туянсан кроссвордсен пуххине тÿлевсĕрех илме пултарĕ, 500 тенкĕрен ытларах туянсан вара ăна Раççей Почтин уйрăмĕсен призлă фондĕнчен кĕнеке парнелĕç.

Çак акцине вак суту-илĕве пулăшу парас тĕллевпе кăна мар, çĕршывĕпех вулакансем пахалăхлă литературăпа усă курма пултарччăр тесе, унсăр пуçне кĕнеке вулас ырă йăлана халăхра анлă сарассишĕн ирттереççĕ. Çыхăну уйрăмĕсенчен чылайăшĕ хаçат киоскĕсем тата кĕнеке лавккисем çук çĕрте вырнаçнă.

"Раççей Почти вулакансене периодика кăларăмĕсемпе интереслентерес тесе кĕнеке-хаçат кăларакан пĕрлешÿсемпе активлă хутшăнать. Çак акци çынсене пичет продукцийĕпе тата хаçат-журналпа ытларах кăсăкланма пулăшасса иккĕленместĕп", - тесе палăртнă Раççей Почтин генеральнăй директорĕн почта бизнесĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ И.Галактионова.

"Почтăпа пĕрле вулатпăр" акцине Раççей Почти пĕрремĕш хут 2016 çулта ирттернĕ. Кĕнеке-хаçат кăларакан пĕрлешÿсем те, Раççей Почтин клиенчĕсем те акцине хапăл тусах йышăннă.

Пĕлсе тăма

Раççей Почти - почтăн федераллă операторĕ, РФ стратегиллĕ предприятийĕ. Ун шутне пĕтĕм çĕршывĕпе 42 пин çыхăну уйрăмĕ кĕрет, чи пысăк ĕç коллективĕсенчен пĕрне пĕрлештерет - ку вăл 350 пине яхăн почта ĕçченĕ. Çулсерен Раççей Почти 2,5 миллиарда яхăн çырусемпе тĕрлĕ тÿлевсем /вĕсенчен 1 миллиарчĕ - патшалăх органĕсенчен/ тата 287 миллион таранччен посылкăсем йышăнать. Раççей Почти 20 миллиона яхăн çырăнакана çулталăкра 1 миллиард экземпляр пичет кăларăмĕсемпе тивĕçтерет. Çулсерен Раççей Почти урлă 3,3 триллион ытларах укçа-тенкĕ /пенсисем, тÿлевсем, куçарнă укçасем/ çаврăнать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика