08 ноября 2017 г.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Раççейре Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ.
Шăпах 1917 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче В.И.Ленин Рабочи милици йĕркелемелли çинчен калакан хушăва алă пуснă пулнă. Унтанпа кăçал 100 çул çитсе пычĕ. Пурте пĕлекен ноябрь уйăхĕнчи Милици кунне халĕ Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ тесе паллă тăваççĕ. РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2011 çултан пуçласа ноябрĕн 10-мĕшĕнче Шалти ĕçсен органĕсен кунне паллă тума йышăннă. Ячĕ улшăннă пулин те, уявĕ улшăнман. Малтанхи милицие эпир халĕ полици тетпĕр. Полици сотрудникĕсен ĕçĕ çав тери йывăр та яваплă. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн сотрудникĕсем Вăрмар, Тăвай районĕсенче пурăнакансен хăрушсăрлăхĕшĕн, пĕтĕмĕшле хăйсене шанса панă территорири йĕркешĕн яваплă. Полици ĕçченĕсен çав тери чăтăмлă, çынсемпе пĕр чĕлхеллĕ пулмалла, саккунсене çирĕп пĕлмелле. Çынсем вĕсен ĕçне хăш чухне тĕрĕс хаклама та пĕлмеççĕ пулĕ, полицейскисене ятлаççĕ, анчах та хăйсемпе мĕнле те пулин инкек, хăрушлăх пулсанах полицие пĕлтереççĕ, йĕрке хуралçисем пулăшнипе çăлăнăç тупаççĕ. Акă, Пăвакассинче пурăнакан Татьяна Александрова çак кунсенче хаçат редакцине районти Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене хаçат урлă уяв ячĕпе саламлама килни савăнтарчĕ. Вăрланă сурăхсене тупса панăшăн полици сотрудникĕсене тав тăвать вăл.
Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем хушшинче уголовлă шырав уйрăмĕн начальникĕн Юрий Олегович Кузнецовăн /ÿкерчĕк çинче/ тăрăшулăхне уйрăмах палăртаççĕ. Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Ю.Кузнецов И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Малтанах вăл Шупашкарти Ленин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче уголовлă шырав уйрăмĕнче оперуполномоченнăй пулса ĕçленĕ. 2010 çултанпа вара Юрий Олегович Вăрмар районĕнчи шалти ĕçсен органĕсен пайĕнче следовательте ĕçлеме тытăнать. Ĕçри тăрăшулăхне, пултарулăхне кура 2015 çулта ăна РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн уголовлă шырав уйрăмĕн начальникĕн должноçне шанса параççĕ. Уголовлă шырав уйрăмĕн тĕп тивĕçĕ - преступленисене тупса палăртасси, вĕсен шутне чакарасси. Кăçал уголовлă шырав енĕпе икĕ районпа 137 преступлени регистрациленĕ, вĕсенчен 87,3 процентне тупса палăртнă. Юрий Олеговича лайăх кăтартусемпе ĕçленĕшĕн иртнĕ çул ЧР Шалти ĕçсен органĕсен министрĕ С.Неяскин алă пуснă Хисеп грамотипе те чысланă.
Преступленисене уçса палăртмалли, преступниксене шыраса тупмалли хăйĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлтермест Ю.Кузнецов, ĕç вăрттăнлăхĕсем, ĕçленĕ май пухăнса пынă опытпа усă курни ăна преступлени тăвакансемпе кĕрешме пулăшса пыраççĕ. Кулленхи çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунса районти полици сотрудникĕсене уяв ячĕпе саламлатпăр!
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.