АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Наци конгресĕн 10-мĕш Аслă Пухăвĕ иртнĕ

03 ноября 2017 г.

Чăваш Наци конгресĕн 10-мĕш Аслă Пухăвĕ иртнĕ

Иртнĕ кунсенче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧНК Аслă Пухăвăн ĕçне хутшăннă. Чăваш Наци конгресĕн 10-мĕш Аслă Пухăвне кăçал организаци 25 çул çитнине халалланă.

Чаплă пулăма çак кун ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ В.Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Л.Черкесов, Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем пуçтарăннă. Вăл шутра Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев ертсе пыракан делегаци те. Кăçалхи мероприятине пурĕ 280 делегат пухăннă. Унсăр пуçне йыхравланă хăнасем те сахал мар килсе çитнĕ. Сăмаха май, Чăваш Енри çынсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине, 128 тĕрлĕ халăх яланах тарават тесе палăртнă. «Пирĕн тĕп тĕллев - тăнăçлăха упраса хăварасси», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Правительстви тăван чĕлхе упрантăр, йăла-йĕркепе культура аталантăр тесе сахал мар тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлать. Палăртма кăмăллă, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем чăвашла пуплени, халăх патне хыпарсене тăван чĕлхепе илсе çитерни хăйех пысăк ĕç пулса тăрать. Регионта анчах мар, республика тулашĕнче пурăнакансем те хыпарсене тăван чĕлхепе пĕлсе пыраççĕ. Чăваш наци телекуравĕнче тĕрлĕ кăларăмсем чăваш чĕлхипе янăраççĕ, халăх кăмăллă пулни те куçкĕретех. Пирĕн çĕршывра тăван чĕлхесем упранса юлччăр тесе РФ Правительстви те сахал мар витĕм кÿрет. РФ Президенчĕн В.Путинăн сăмахĕсене аса илсе хăварнă М.Игнатьев: «Раççейри халăхсен тăван чĕлхисем - Раççей культурин чăн-чăн пуянлăхĕ пулса тăраççĕ, пурсăмăра та пĕр чăмăра пухма пулăшаççĕ, туслăн килĕштерсе пурăнма витĕм кÿреççĕ», - тенĕ.

«Тăван чĕлхе - наци культурин тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Ăна упраса хăварасси пирĕн тĕп тĕллев. Наци лидерĕн шухăшĕпе килĕшетĕп, унăн позицине ырлатăп», - тенĕ М.Игнатьев.

Ку хутĕнче Аслă Пухăва пухăннисем умĕнче доклад тунă май, чăвашсене çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев каланă сăмахсене те аса илнĕ. Раççее яланах шанмалла тата ăна юратмалла тенĕ.

«Пирĕн вăй - пĕрлĕхре. Тăван çĕршывăмăра, тăван тавралăха, тăван кĕтесе юратмалла. Пур чĕлхене те хисеплемелле, ăша хывса пурăнма вĕренмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ В.Филимонов хăйĕн сăмахĕнче ЧНК пайташĕсем мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухăнма витĕм кÿнине, вĕсем яланах культурăна упраса хăварассишĕн ырми-канми вăй хунине палăртнă. Чăнласах та, вĕсем тăрăшнипе наци уявĕсем çав тери çÿллĕ шайра йĕркеленсе иртнине те ырăпа каласа хăварнă. Сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене вĕсем витĕм кÿнине палăртнă. Çак кун Аслă Пухура Чăваш Наци конгресĕн Президенчĕ Н.Угаслов организацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, уйрăм çитĕнÿсем пирки, пуласлăх валли лартнă тĕллевсем çинчен чарăнса тăнă. Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи туслăха упраса пыма витĕм кÿнĕшĕн ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева тав тунă. Чăваш Республикин кăçал РФ субъекчĕсем хушшинче Наци рейтингĕнче инвестици илĕртÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Ен хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнă ырă хыпара тепĕр хут аса илсе хăварнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика