03 ноября 2017 г.
2005-мĕш çултанпа кашни çулах ноябрĕн 4-мĕшĕнче çĕршывра Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăватпăр. Ку уява Раççейри паллă пулăмпа - 1612 çулта Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнипе тата Турă Амăшĕн Казански Турăшĕн кунĕпе çыхăнтарнă. Пĕрремĕш хут çак уява 2005 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче уявланă. 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Историре çак уяв Раççейре 17 ĕмĕрте пăлхаварлă вăхăт вĕçленнипе çыхăннă. Пăлхаварлă вăхăт 1584 çулта Иван Патша вилнĕ вăхăтран пуçласа 1613 çул таранччен, вырăс престолне Романовсен династийĕн пĕрремĕш представителĕ йышăниччен пынă.
Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ноябрĕн 3, 4-мĕшĕсенче поселокра, çавăн пекех ялсенче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ноябрĕн 3-мĕшĕнче 18.00 сехетре районти Культурăпа кану центрĕнче уяв концерчĕ пулать, ноябрĕн 4-мĕшĕнче 9.00 сехетре Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре митинг, уяв концерчĕ, музыка радиокомпозицийĕ, 17.00 сехетре Вăрмарти тĕп библиотекăра "Пĕрлĕхре - вăй" литература тишкерĕвĕ, 20.00 сехетре районти Культурăпа кану çуртĕнче музыка каçĕ, "Ÿнер пĕтĕçтерет" викторина иртеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"