АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр е хваттер туянма - патшалăх пулăшăвĕ

03 ноября 2017 г.

Çурт-йĕр е хваттер туянма - патшалăх пулăшăвĕ

Чăваш Ен Правительстви социаллă тĕрлĕ ушкăнри халăха çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе палăртнă ĕçе туллин пурнăçласа пырать.

Кăçал тĕрлĕ программăсемпе пĕтĕмпе мĕнпур бюджетсенчен ĕçе йĕркелеме 362 млрд тенкĕ уйăрнă, 5,7 пин çемьене хăтлă хваттерсем пама тĕллев лартнă. Çак ырă хыпара ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертÿçисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕлтернĕ. ЧР строительство архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, ял тăрăхĕсенче ĕçлесе пурăнакан 562 çамрăк çемьене пурĕ 403 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне панă. 2017 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 357 çамрăк мăшăр пурĕ 254 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Вăрмар районĕнче те пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли пур программăсем те пурнăçланса пыраççĕ. "Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче 2017 çулта районта 3 çамрăк специалист тата 1 гражданин пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 3,5 миллион тенкĕлĕх социаллă пулăшăва тивĕçнĕ. Çавăн пекех кăçал 4 çамрăк çемье 3 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Районта тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç те пурнăçланса пырать. Кăçал пурĕ 5 тăлăха хваттер пама палăртнă, хальлĕхе 3 çынна панă. Çулталăк вĕçленнĕ çĕре тепĕр 2-шне парĕç.

"Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Екатерина Петровна Егорова çамрăк специалист 941 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу илнĕ. Е.Егорова Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта математика предметне вĕрентет. Çемйипе вара Кĕтеснерте пурăнать. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл ялти библиотекăра ĕçленĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вĕсем Кĕтеснерте хăтлă çурт хăпартса лартма пултарнă. Çуртра газ, çутă, шыв кĕртмелле.

"Ялта пурăнакансемшĕн, пирĕншĕн, çурт хăпартма ансатах мар. Çамрăк специалистсене патшалăх çакнашкал социаллă пулăшу кÿни питĕ витĕмлĕ. Пысăк укçа-тенкĕ уйăрса панăшăн яваплă çынсене пысăк тав. Çакă малашлăхра районта тĕпленсе ĕçлесе пурăнма хавхалантарать", - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Екатерина Петровна.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика