03 ноября 2017 г.
Лавккана кайсан кашни çын, паллах, лайăх тавар туянасшăн. Вăрмар райповĕ вара шăпах çакна тĕпе хурса ĕçлени куçкĕрет. Вăл ялсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕç туса пынă май халăха хамăр районта тата республикăра туса кăларакан паха продукципе тивĕçтерет. Суту-илÿ Вăрмар райповĕн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ шутланать. Çак сферăра кунта 100 çын ытла вăй хурать.
Акă, Шăхаль ялĕнчи райпо лавккине кĕрсе тухма яланах аван. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă/ Кунта ĕçлекен тарават сутуçăн Альбина Юрьевна Илларионован /ÿкерчĕк çинче/ ăшă кăмăлĕпе-ши е лавккара килти пекех хăтлă пулнипе-ши? Апла-и, капла-и, анчах чăн сăмахăн суйи çук - Шăхалĕнчи райпо лавккинче туянакансене яланах хапăл.
Вăрмар райповĕ ялти лавккасене тĕпрен юсаса çĕнетессине, реконструкцилессине пысăк тимлĕх уйăрать, мĕншĕн тесен вĕсенчен нумайăшне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех туса лартнă. Акă, Шăхальти лавккара та темиçе çул каялла юсав ĕçĕсем ирттернĕ, газ, шыв кĕртнĕ, канализаци тунă, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеме пĕтĕм услови туса панă. Ял варринче вырнаçнă лавкка аякранах куçа илĕртсе ларать. Вăл урамран та пăхма илемлĕ, шалта та пĕтĕмпех таса та тирпейлĕ. Мĕн кирлине туянакансем кунта хăйсемех суйласа илме пултараççĕ. Вырăсла çакăн пек лавккасене "магазин самообслуживания" теççĕ. Шăхальти райпо лавккинче вара таварĕ суйламалăх пур - апат-çимĕç продукцийĕ те, кулленхи пурнăçра кирлĕ таварсем те. А.Илларионова - пысăк опытлă сутуçă. Суту-илÿ сферинче 15 çула яхăн вăй хурать вăл, çав шутра потребкоопераци тытăмĕнче - çулталăк çурă. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн ял халăхĕ хушшинче яланах ырă ятлă пулнă. Акă, райпо лавккинче ĕçлеме пуçласан та тÿрех хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă. Альбина Юрьевна лавкка заведующийĕн, сутуçăн, товароведăн, тирпей-илем кĕртекенĕн ĕçĕсене пĕчченех пулин те, анчах пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать. Сентресем паха продукципе яланах тулли. Тавар пĕтнĕçемĕн вăхăтра саккас парса тăрать ĕçчен сутуçă. Йĕри-тавра çап-çутă, тап-таса, ниçта та пĕр тусан пĕрчи те çук. Туянакансем хаваспах кĕрсе тухаççĕ лавккана. Альбина Юрьевна пурне те тулли кăмăлпа кĕтсе илет, кирлĕ сĕнÿсем парса тавар суйласа илме пулăшать. Райпора вăй хуракан яваплă çынсем те ĕçчен хĕрарăм пирки ырласа каларĕç, ĕç планне те тултарса пынине пĕлтерчĕç.
Туянакансем ытларах мĕнле продукцине кăмăллаççĕ тесе ыйтсан А.Илларионова халăх Вăрмарти çăкăр завочĕн çăкăр-кулач таврашне, пылак изделисене, "Общепит" тулли мар яваплă обществăн çăнăхран пĕçернĕ продукцине килĕштернине палăртса каларĕ. Чăнах та çапла ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, "Общепитăн" техĕмлĕ кукăлĕсене тутанса курман çын районта çук та пулĕ, чĕлхене çăтса ямалла тутлă вĕсем. "Чувашбройлер" кайăк-кĕшĕк фабрики, Етĕрнери аш-какай комбиначĕ, "Акконд" акционерсен обществи туса кăларакан продукцине те хаваспах туяннине пĕлтерчĕ сутуçă. Хальхи вăхăтра ялта ĕне усракансем сахалланчĕç, çавăнпа сĕт юр-варĕ туянма çынсем лавккана васкаççĕ. Альбина Юрьевна каланă тăрăх, Етĕрнери сĕт завочĕн продукцийĕ, уйрăмах чăкăт, сентресем çинчен питĕ хăвăрт çухалать.
Палăртса хăвармалла, Вăрмар райповĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулпа ун çумĕнчи ача садне çÿрекен ачасене те ялти лавкка урлă апат-çимĕç продукцийĕпе тивĕçтерет. Çапла пысăккисем те, пĕчĕккисем те хамăр тăрăхра туса кăларнă продукцине килĕштереççĕ, çакă пирĕн республикăри производительсен таварĕ пахалăхлă пулнине туллинех çирĕплетет. "Лайăха çын кăмăллать", - тесе ахальтен каламаççĕ çав.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.