АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем кĕçех салтак тумне тăхăнĕç

28 октября 2017 г.

Çамрăксем кĕçех салтак тумне тăхăнĕç

Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕркуннехи призыв пуçланчĕ. Вăл декабрь уйăхĕчченех тăсăлĕ. Çак тапхăрта 18-27 çулсенчи каччăсем е çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ çамрăксем çар ретне тăрĕç.

Иртнĕ кунсенче пирĕн районти культура центрĕнче Призывник кунĕ иртнĕ. Салтака кайма хатĕрленекен çамрăксене малтанах Вăрмар район пуçлăхĕ - районти призывниксен комиссийĕн председателĕ М.Пуклаков салтак чысне çÿлте тытма ырă сăмахсем каларĕ: "Тăван çĕршыва хÿтĕлесси мĕн авалтан хисеплĕ шутланнă. Кĕркуннехи тата çуркуннехи призыв вăхăтĕнче пирĕн район çамрăкĕсем салтак тумне кăмăлласах тăхăнаççĕ, службăна хаваспах пуçăнаççĕ. Эсир те аслă ăрури салтаксем пекех хăвăрăн салтак чысне çÿлте тытасса, унта çитĕнÿсемпе палăрасса шансах тăратăп. Сирĕн умăрта - пысăк та яваплă тапхăр, çĕнĕ юлташсем... Салтакри юлташсемпе çума-çумăн тăван çĕршыв лăпкăлăхне туслăн сыхлама тата хăвăр ĕçе чунтан парăнса чăваш ятне çÿлте тыма ăнăçу сунатăп. Вăрмар çĕрĕ çинче çитĕннĕ çамрăксем яваплăха туйма пĕлнипе тата ĕçлеме ÿркенменнипе ыттисенчен яланах уйрăлса тăнă, малалла та çаплах пулĕ", - тенĕ Михаил Анатольевич. Малалла призывниксене Çĕрпÿ, Красноармейск, Куславкка тата Вăрмар районĕсенчи çар ĕç комиссарĕ В.Буклаков çамрăксене призывпа каякан çар служби хисеплĕ тата вăл пурнăçри яваплă утăмсенчен пĕри пулнине каласа ăнлантарнă. Салтак пурнăçне, унти çирĕп дисциплинăна хăнăхма малтанах пĕрре те çăмăл марри çинчен те чарăнса тăнă. Салтака кайма хатĕрленекенсене усăллă та пĕлтерĕшлĕ канашсем нумай пачĕç. "Призывник кунĕ" вĕçленнĕ май çамрăксене салтак ретне тăма повесткăсем пачĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика