АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçланă ĕçе вĕçне çитермеллех

28 октября 2017 г.

Пуçланă ĕçе вĕçне çитермеллех

2017 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче Шăхаль ялĕнче 2,412 км тăршшĕллĕ автомобиль çулĕ тума пуçланă. "Ял территорийĕсен 2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программа йĕркипе пулса пыракан строительство ĕçне "Автодорсервис" тулли мар яваплă общество пурнăçлать.

Автомобиль çулне тунă чухне ăна кювет шайĕпе танлаштарсан вырăн-вырăнпа 2-3 метр çÿллĕшне çĕклени халăхшăн йывăрлăхсем кăларса тăратать тесе Шăхаль ялĕнче пурăнакансем çак ыйтупа Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн /Общероссийский народный фронт/ Чăваш Республикинчи уйрăмне тухнă. Çавна май октябрĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн представителĕсем "Гражданская инициатива" обществăлла организаципе тата профильлĕ ведомствăсен сотрудникĕсемпе пĕрле тухса çÿрекен инспекци йĕркелесе Шăхале çитсе курчĕç. Çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă çĕрте райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.Егоров, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин "Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕн директорĕн заместителĕ А.Немов, "Автодорсервис" тулли мар яваплă обществăн директорĕ А.Жарков тата палăртнă ыйтупа кăсăкланакан ытти çынсем те пулчĕç.

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн сопредседателĕ И.Дорофеев Шăхаль ялĕнче пурăнакансем строительство ĕçĕ епле пынипе кăмăлсăр пулнине палăртрĕ, çак автомобиль çулĕ тăрăх тăршшĕпе утса тухса кунти лару-тăрупа паллашрĕ. Вăл хăш-пĕр вырăнта çул кирлĕ шайран чылай çÿллĕ тесе каларĕ. Унпа пĕрле килнĕ специалистсем ятарлă инструментсемпе виçев ĕçĕсем туса ирттерчĕç /ÿкерчĕк çинче/. Строительство ĕçĕшĕн яваплă çынсем ăнлантарнă тăрăх, пĕтĕм ĕç проектпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Автомобиль çулĕ иртекен урам сĕвек çĕрте вырнаçнă. Енчен те çула аяларах шайра тунă пулсан вăйлă çумăр çунипе ăна юхтарса каяс хăрушлăх сиксе тухатчĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сÿтсе явнă хыççăн комисси членĕсем строительство ĕçĕ палăртнă вăхăтран каярах пулса пынин сăлтавĕпе кăсăкланчĕç. Автомобиль çулне тăвассишĕн яваплă çынсем çакна кăçалхи çу йĕпе-сапаллă тăрса чылай чăрмав кÿнипе çыхăнтарчĕç. Апла пулин те вĕсем строительство ĕçне çитес вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлеме сăмах пачĕç. Пур ыйтăва та пăхса тухнă хыççăн Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн представителĕсем ноябрь вĕçĕнче Шăхаль ялне тепĕр хут килессине, унччен кунти автомобиль çулĕн строительстви вĕçленессе шаннине палăртса каларĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика