АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă

28 октября 2017 г.

Актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттерет. Ку хутĕнче вăл октябрĕн 24-мĕшĕнче Правительство Çуртĕнче пулчĕ. Унта республикăри, районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче, телевиденипе радиора вăй хуракан 70 ытла журналист хутшăнчĕ.

Чи малтанах Михаил Васильевич регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, экономика аталанăвĕнче пирĕн кăтартусем лайăх. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 36 миллиард та 847 миллион тенкĕпе танлашанă, çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 107,3 процентпа танлашать. Кăçалхи 9 уйăхра республика бюджетне 12 миллиард та 578 миллион тенкĕ каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ кĕнĕ.

"2016 çулпа танлаштарсан кăçал кăтарту вăтамран 10 процент ÿснĕ. Çакă эпир пурте тăрăшуллă ĕçленине палăртать. Чи малтанах налук тÿлекенсене тав тăватăп. Предпринимательсем хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа пыраççĕ, налуксене те вăхăтра тÿлеççĕ", - тесе ырласа каларĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Вăл çавăн пекех республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ тулса пыни ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама пулăшнине палăртрĕ.

Промышленноç производствинче те ÿсĕмсем пур. Ун индексĕ кăçалхи 9 уйăхра 102,7 процентпа танлашнă. Транспорт валли хатĕрсем тирпейлесе кăларассипе кăтарту 67,3 процент ÿснĕ, хими таварĕсене калăплассипе - 18,7 процент, сăран таварсене тирпейлессипе - 17,2 процент, резина тата пластмасса хатĕрĕсене тăвассипе - 6,5 процент, машина валли таварсене кăларассипе - 3,5 процент ытларах кăтартăва хăпартнă. Ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансене кăçал çанталăк чăннипех те "тĕрĕслерĕ" темелле. Апла пулин те, агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансем тухăç пысăк пулнипе палăрчĕç, кăтарту 101 процент ытла. Строительство отраслĕнче те ĕçлемелли пур. Малашлăхра ÿсĕм пуласса шанатпăр, мĕншĕн тесен ипотека кредичĕсен ставки пĕчĕкленнине кура, çак отрасль вăй илсе каяссине палăртса каларĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев.

Ĕçлекенсен ĕç укçийĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Вăл кăçалхи 9 уйăхра 7,6 процент ÿснĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăтарту 107 процент ытла пулмаллине палăртрĕ М.Игнатьев. Чăваш Енре хальхи вăхăтра 140 ытла пысăк проект пурнăçа кĕрсе пырать, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 345 миллиард тенкĕпе танлашать. Халăх валли пурĕ 15 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.

Регионта пурăнакансене социаллă пулăшусем парса сахал мар тивĕçтернĕ. Кăçал та республика хыснинче 6,7 миллиард пăхса хăварнă. Вĕсенчен 883 миллион сахал тупăшлă çемьесене пулăшу субсиди мелĕпе куçĕ, 2 миллиард та 748 миллион ача пур çемьесене парса тивĕçтерме, 1 миллиард та 733 миллион регион шайĕнче льготăсемпе усă куракансем валли укçа-тенкĕ пăхса хăварнă терĕ М.Игнатьев.

РФ Президенчĕ çемьере виççĕмĕш ача çуралнăшăн е тата малалли ачасемшĕн патшалăх тивĕçтермелли пулăшу пирки калакан Указа çĕнĕлĕх кĕртсе хăварни çинчен те каларĕ Республика Пуçлăхĕ. "Малашне вара, çитес çултан, çемьесенче виççĕмĕш ача пуррисем е малаллисемшĕн патшалăх укçа пама тытăнĕ", - терĕ М.Игнатьев. Унтан республика Пуçлăхĕ журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравлама тытăнчĕ. Республикăри, районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен, телевиденипе радио журналисчĕсем, блогерсем чылай тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Вĕсене республикăра федераллă программăсем мĕнлерех шайра ĕçлесе пыни, пирĕн предприятисем туса кăларакан хăш продукци экспорта кайни, граждансене авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене хăçан куçарса пĕтересси, нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем тăвасси, ĕç укçине ÿстересси, "сăрă ĕç укçинчен" хăтăлса пырасси, сахал тупăшлă çемьесене социаллă пулăшу парасси, çĕр ĕçченĕсене патшалăх пулăшăвĕ кÿресси, ялхуçалăх продукцине тирпейлесе вырнаçтарасси, "Таса шыв" программа хăçан ĕçлеме тытăнасси, ялсенчи шкулсене çамрăк специалистсемпе тивĕçтересси, районсенче туризм илĕртÿлĕхне аталантарасси, республикăри медицина учрежденийĕсене модернизацилесси, обществăлла транспорт ыйтăвĕсене татса парасси тата ытти ыйтусем те кăсăклантарчĕç. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев кашни ыйтăва пурне те ăнланмалла, туллин хуравларĕ. Уйрăмах патшалăх çĕр ĕçченĕсене ĕçлемешкĕн майлă условисем туса пани çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. "Бюджет укçине эффективлă ĕçлекенсене паратпăр. Ăна сĕт валли, 1 гектар çĕр çине тата банк кредичĕсене çăмăллатма субсиди паратпăр. Çĕр ĕçченĕсем валли пĕтĕмпех паллă. 2018 çулта маларах пурнăçланнă программăсем çирĕпленсе юлаççĕ. 2018 çул валли хывнă бюджета ялхуçалăхне пулăшу парассине пăхса хăварнă. РФ Президенчĕн В.Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 20 миллиард тенкĕ РФ ялхуçалăх министерствине уйăрмалла, вăл пире тата хăш-пĕр кăткăс ĕçсем валли укçа-тенкĕ уйăрмашкăн ирĕк парать", - терĕ М.Игнатьев хăйĕн калаçăвĕнче.

Пĕтĕмĕшле илсен пресс-конференци тухăçлă иртрĕ, чылай актуаллă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика