28 октября 2017 г.
Хĕвелçаврăнăш хитрелĕхĕпе пурне те хăй патне илĕртекен, хĕвеле аса илтерекен тутлă та усăллă продукт. Унсăр пуçне вăл, специалистсем каланă тăрăх, пысăк тупăшлă культура. Çавăнпа та пулĕ ăна юлашки çулсенче пирĕн районта çитĕнтерме тытăнчĕç.
Иртнĕ çул ăна "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çитĕнтернĕччĕ, кăçал "Слава" тулли мар яваплă общество уйĕнче мăнаçлăн кашласа ларать. Хальхи вăхăтра ку хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене 455 гектар çинчен пурĕ 808 тонна тĕштырăна ăнăçлă пухса кĕртсе тирпейлесе хунă. Пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 18,0 центнер тухнă. Вĕсемсĕр пуçне 180 гектар çинче хĕвелçаврăнăш акнă. Ăна хуçалăхра пиçсе çитичченех çитĕнтерсе çу тумалăх сутма тĕллев лартнă. Пирĕн тăрăхра ăна çитĕнсе çитме условисем япăхраххине кура хĕвелçаврăнăш хăвăртрах пулса çиттĕр тесе хальхи технологипе усă курса Краснодартан илсе килнĕ Ан-2 самолетпа десикаци тунă. Хĕвелçаврăнăш десикаци тунă хыççăн лайăхрах типсе, çирĕпленсе тулса çитет иккен, ун хыççăн 7-8 кунтан пухса кĕртме юрать.
Çапла вара иртнĕ кунсенче "Слава" хуçалăхра хĕвелçаврăнăш уйне умлăн-хыçлăн 3 комбайн тухса ăна çапса илме тытăннă.
Хĕвелçаврăнăшне пухса кĕртес ĕç еплерех пынипе интересленсе эпир, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ-агрономĕ Н.Николаев, ертсе пыракан специалист-эксперт В.Черкасов, "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн пай редакторĕ А.Николаева, "Слава" тулли мар яваплă обществăна çитсе куртăмăр. Эпир пынă вăхăтра В.Никифоровпа О.Андреев комбайнерсем "хурçă карапĕсемпе" хĕвелçаврăнăша çапса тĕшĕлетчĕç. Тулнă бункерсем çинчен автомашинăсем çине тиесе С.Егоровпа Р.Гурьев водительсем йĕтем çине турттаратчĕç. Йĕтем çинче КЗС тата ОВС агрегатсемпе тасатса сортлаççĕ те тÿрех Хусанти тип çу туса кăларакан завода турттараççĕ. Н.Демидовпа В.Иванов машинистсем сортласа тасатакан агрегатсене пĕр чарăнми ĕçлеттереççĕ. Ĕçлес туртăмĕсем пысăк вĕсен. "Ĕçленĕшĕн укçине вăхăтра тÿлеççĕ. Хуçалăхра ĕççи вăхăтĕнче столовăй та ĕçлет, хĕрÿ вăхăтсенче кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Уйра сухалакансене тата комбайнпа ĕçлекенсене вырăна тухсах апатлантарни те питĕ аван. Киле кайса вăхăта ирттерсе çÿремелле мар. Ялта выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнмастпăр. Утă-улăмне, тыррине те илме пулать", - теççĕ механизаторсем.
Хĕвелçаврăнăш çитĕннĕ участока сухаласа çитес çул çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акасшăн.
"Хĕвелçаврăнăш акса çитĕнтерни пысăк тупăшлă пуласса шансах тăратпăр. Çанталăк лайăх тăнипе туллин усă курса ăна кĕске вăхăтра пухса кĕртессишĕн çине тăратпăр. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх вăл пĕр гектар пуçне 10 центнер тухать.
Хуçалăхра алла усса ларма вăхăт çук, хĕл лариччен пур ĕçсене те туса ĕлкĕрмелле. Кĕрхи тулăна 200 гектар çинче акса хăварнă, 420 гектар çинче кĕрхи çĕртмене тунă. Ытти ĕçсем те пур-ха", - тет хуçалăх пуçлăхĕ В.Павлов. Вячеслав Федоровичпа ĕç пирки калаçнă май унăн ĕçлес хастарлăхĕ пысăкки тата вăл çĕр-аннемĕре çав тери хисеплени, тăван яла юратни палăрчĕ. Апла пулсан хуçалăхра вăй хуракансене ăнăçу сунмалли кăна юлать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.