АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçмелли паха шывпа тивĕçтернĕ

25 октября 2017 г.

Ĕçмелли паха шывпа тивĕçтернĕ

Вăрмар хула тăрăхĕнче пурăнакан граждансен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшса тата хула хутлăхне йĕрке кĕртес енĕпе хатĕрленĕ проектсене пурнăçлас тесе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ.

Вăрмар хула тăрăхĕнчи Зеленая тата Мичурин урамĕсенче пурăнакансем тахçантанпах ĕçмелли тăрă шыв çуккишĕн пăшăрханнă. Вĕсем çак таранччен хăйсен кил хуçалăхĕнчи тарасасемпе усă курнă, ĕçмелли шыва ăсма вара хăйсем пурăнакан урамран чылай аякка кайма тивнĕ. Халĕ çак йывăрлăх хыçа юлчĕ. Вĕсен урамĕнчи шыв колонкисенчен тăрă шыв юхма пуçларĕ. Çак ĕçе "Водоканал" тулли мар яваплă обществăра ĕçлекенсем кĕске вăхăт хушшинчех пурнăçларĕç. Колонкăсене шыв кĕртес ĕçе Вăрмар хула тăрăх бюджетĕнчен 237 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Палăртнă урамсенче пурăнакансем урамсене шыв колонки лартса паха шывпа тивĕçтернĕшĕн кăмăллине палăртаççĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: О.КОШЕЛЬКОВ, Вaрмар хула тaрaхeн пуcлaхeн заместителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика