25 октября 2017 г.
"Вăрмарти механика завочĕ" акционерсен уçă обществи районта производство енĕпе ĕçлесе пыракан ăнăçлă предприятисенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин та Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май шăпах механика завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, предприяти пуçлăхĕпе О.Венедиктовпа заводăн малашнехи ĕç планĕсене сÿтсе яврĕ.
Механика заводĕнче ĕçлекенсем çынсене тимĕртен кулленхи пурнăçра кирлĕ япаласем туса кăлараççĕ. Коллектив йывăр, çав вăхăтрах усăллă ĕç пурнăçлать. Мехзаводра уйрăм çынсенчен, предприятисемпе организацисенчен саккассем йышăнса тимĕртен темĕн тĕрлĕ япала та ăсталама пултараççĕ. Кунта тăрăшакансене тимĕр хапхасем, вĕсем валли тĕрлĕ эрешсем, картасем, теплицăсем, саксемпе сĕтелсем, аркăсем, ăпăр-тапăр пуçтармалли контейнерсемпе урнăсем, сейфсем, масар çинче вил тăпри йĕри-тавра вырнаçтармалли тимĕр карта, мангалсем, мунча кăмакисем, аш-какая, пулла тĕтĕмлентерсе тутлăлантармалли хатĕр тата ыттине те саккас пама пулать. "Вăрмарти механика завочĕ" АУО çавăн пекех районти предприятисемпе, организацисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Час-часах мехзавод водителĕсем саккассемпе аякри çула тухаççĕ. Ытларах вĕсем Мускав хулипе облаçне лифт валли саппас пайсем турттараççĕ. Саккассене вăхăтра, пахалăхлă тивĕçтересси кунта ĕçлекенсен тĕп тивĕçĕ. Хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çынсенчен пĕтĕмĕшле предприяти ĕçĕн ăнăçлăхĕ килет. Аван кăтартусемпе ĕçлекен Геннадий Александров сварщикăн /ÿкерчĕк çинче/ пушă вăхăт сахал. Ку хутĕнче те вăл черетлĕ саккаса ĕлкĕртессишĕн тăрăшатчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.