АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăна - социаллă пулăшу

25 октября 2017 г.

2018 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республики федераци бюджетĕнчен çемьесенче виççĕмĕш е тата малаллахи ачасемшĕн кашни уйăхра парса тивĕçтермелли пулăшăва илме тытăнĕ.

Октябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин Раççейре демографи лару-тăрăвне лайăхлатас политикăна пурнăçа кĕртмелли Указа çĕнĕлĕхсем кĕртни пирки алă пусса çирĕплетнĕ.

РФ Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, енчен те çемьесенче виççĕмĕш ачасем е малаллисем 2012 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă пулсан, федераци хыснинчен кашни уйăхра укçан пулăшу памалли мера малалла пуласси паллă.

Аса илтеретпĕр, 2013 çулта Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене кашни уйăхра парса тивĕçтермелли пулăшăвăн калăпăшĕ çыннăн пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçипе танлашнă.

2016 çулта Чăваш Енĕн демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине кура, çак пулăшăва Федераци хыснинчен илмеллине пăрахăçланă. Апла пулсан, 2017 çулта виççĕмĕш ача çуралнă çемьесене РФ федераци бюджетĕнчен пачах та укçа куçман. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев çак пулăшу парса тивĕçтермелли критерине улăштармалли пирки пĕр хутчен çеç мар ыйту хускатнă пулнă.

«Çемьесене пулăшу памалли ыйту çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Субъектсене укçан хушса тÿлемелли критерисене çĕнĕлле пăхса тухмалла. Пĕрле ăнланса тухăçлă ĕçлессе шанатăп, нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿрессипе кирлĕ пек йышăнусем туса хăварассине те ĕненетĕп», - тенĕ М.Игнатьев РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăйпа Анна Кузнецовăпа тĕлпулу ирттернĕ чухне.

Палăртса хăваратпăр, хальхи вăхăтра регионта çак пулăшăва тивĕçекен 4,5 пин çемьене шута илнĕ. Указа РФ Президенчĕ çĕнĕлĕх кĕртнĕ хыççăн, пирĕн регионта уйăхсерен пулăшăва 8,7 пин ача тивĕçĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика