АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çынни ĕçпе мухтавлă

25 октября 2017 г.

Çĕр çынни ĕçпе мухтавлă

"Кĕрхи пуянлăх - хĕл каçмалăх", - тенĕ мĕн авалтан. Ăна хатĕрлеме нумай вăй хумаллине пурте пĕлеççĕ. Çавăнпа та çĕр çинче ĕçлекенсене кĕрхи пуянлăха пуçтарсан ятарласа уяв тусах хисеплеççĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче районта Ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявларĕç.

Кăçал çанталăкĕ те мĕн акса-лартнисене пухса кĕртме пултараççĕ-ши тесе çĕр ĕçченĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ темелле. Çумăрĕ çусах тăнине пула йĕпе çанталăка чăтаймасăр чылай тымарçимĕçпе пĕрчĕллĕ культурăсем лаптăкĕ лаптăкĕпех тĕп пулчĕç. Апла пулин те районти ялхуçалăх ĕçченĕсем алла усса лармарĕç, мĕн вăй çитнĕ таран кĕрхи пуянлăха сутмалăх та, упрамалăх та туса илчĕç. Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме яланах кăмăллă. Ялхуçалăх ĕçченĕсене халалланă чаплă мероприятие район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçса ĕçченсене саламласа ăшă сăмахсем каларĕ: "Сăмах паян хирти тĕштырă пирки мар, пÿлмене кĕрсе выртни пирки пырать. Сире хресчен ĕçне чунтан парăннăшăн чĕререн тав тăватăп, сирĕн çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу сунатăп", - терĕ Михаил Анатольевич.

Районти агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсен ĕç-хĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев пĕтĕмлетрĕ: "Ĕççи-2017 кăтартăвĕсем тăрăх районта 16935 гектар çинчен пурĕ 42,4 пин тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмпе 576 гектар çинчен çĕрулми пухса кĕртнĕ. Вăтамран унăн тухăçĕ пĕр гектартан 235 центнер тухнă, пĕтĕмпе 13,5 пин тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. Пирĕн район тĕштырă тата çĕрулми туса илес енĕпе республикăра 5-мĕш вырăнта пулнине палăртма кăмăллă. Хăмла туса илессипе районта "АгроРесурсы" тулли мар яваплă общество аван ĕçлесе пырать. Кăçал вĕсем "симĕс ылтăна" 26 гектар çинчен пухса кĕртрĕç. Вăл пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 17,3 центнер тухнă. Пĕтĕмĕшле илсен 450 центнер хăмла татса кĕртнĕ, çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 104 процент пулать.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ĕçсем палăрмаллах лайăхланнă: хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче 2017 çулхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сĕт туса илесси 27 процент нумайрах пулнă - 870 тонна. Пĕр ĕнерен сĕт туса илесси "Игнатьев А.Ю." хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче 4585 килограмм, "Константинова Г.В." - 3944, "Иванов В.А." хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче - 3927 килограмм пулнă. Ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче кăçалхи 9 уйăхра 374 тонна аш-какай туса илнĕ, 2016 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 105 процент. Ку енĕпе "Михайлов А.В", "Иванов В.А" хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе "Вăтам Энĕш" тулли мар яваплă общество аван ĕçленĕ, "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществи 3 млн та 743 пин штук çăмарта туса илнĕ. Çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăха пăхмасăр уй-хирти пуянлăха тăкаксăр пухса кĕртессишĕн ывăннине пĕлмесĕр вăй хунă ялхуçалăх ĕçченĕсене мухтав! Вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн пурне те тав тăватăп", - терĕ Андрей Васильевич.

Малтанах ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ăшă саламне пуçтарăннă халăх умне çитерчĕç. Унтан уява пуçтарăннă ĕçченсен ячĕпе килнĕ хăнасенчен ăшă саламсем пулчĕç. ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" ЧР хысна унитари предприятийĕн сутăн илмелли, суту-илÿ тата маркетинг пайĕн начальникĕ В.Грибов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.Зоринăн пирĕн районти пулăшуçи Ю.Иванов ялхуçалăх ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕç. Ĕçре уйрăмах палăрнисене РФ ялхуçалăх министерствин Тав хучĕсене тата ЧР ялхуçалăх министерствин Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене, "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тав хучĕсене, Вăрмар район администрацийĕн Тав хучĕсемпе Дипломĕсене, Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем пачĕç. Уяври хаваслăха вырăнти артистсем юрă-ташăпа çĕклерĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика