АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас профессине суйласси - яваплă утăм

21 октября 2017 г.

Пулас профессине суйласси - яваплă утăм

Кашни çамрăкшăн малашнехи пурнăçра, ура çине тăрсан, ĕçлеме пуçласан, кунсерен ĕçе уява кайнă пек каяс тесен, пулас профессине тĕрĕс суйласа илесси çав тери пĕлтерĕшлĕ. Килĕшекен ĕç-хĕле хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пурнăçласа пырсан ăнăçу пуласси куçкĕретех. Çавăнпа пуласлăх çинчен шухăшлакан кашни выпускника ăçта вĕренме каяссипе çыхăннă ыйту канăçсăрлантарать.

Октябрĕн 17-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче Мăнçырмари, Пысăк Енккассинчи, Энĕшпуçĕнчи, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен пулас выпускникĕсем республикăри аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ А.Александров, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрлессипе тата выпускниксене ĕçе вырнаçтарассипе ĕçлекен управленин начальникĕ А.Атамов, Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн çамрăксен профориентацийĕн уйрăмĕн начальникĕ Е.Семенова, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн йышăнакан комиссийĕн яваплă секретарĕ Н.Алтынова, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В.Андреев тата вĕренÿ енĕпе пулăшассине аталантарассин тата профориентаци ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ Т.Евграфова çамрăксене аслă шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата ытти пĕлтерĕшлĕ информаципе паллаштарчĕç.

Чи малтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев сăмах илчĕ. Вăл пирĕн пуласлăх тивĕçлĕ пĕлÿрен килнине, професси суйласси яваплă утăм пулнине палăртрĕ. Унтан аслă шкулсен представителĕсем черетпе калаçрĕç. Вĕсем ачасене аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсем, факультечĕсемпе вĕсен уйрăмлăхĕсем, çитĕнĕвĕсемпе йăли-йĕркисем çинчен каласа пачĕç. Пулас профессин ĕç рынокĕнчи актуаллăхне шута илмелли, аслă шкула вĕренме кĕме документсем панă чухне сиксе тухакан йăнăшсемпе вĕсенчен еплерех сыхланмалли пирки ăнлантарчĕç. Ачасем 2018 çулта аслă шкула вĕренме кĕмелли правилăсемпе йĕркесем çинчен пĕлчĕç. Унсăр пуçне тĕлпулура пулас выпускниксене вĕрентÿ заведенийĕсем çинчен ÿкернĕ кĕске фильмсемпе презентацисем кăтартрĕç, информациллĕ буклетсем валеçсе пачĕç. Яваплă çынсем вĕренекенсене аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсемпе шкулта вĕреннĕ чухнех çыхăну тытмалли пирки каларĕç, уçă алăксен кунĕнче аслă шкулсене килсе курма чĕнчĕç. Ачасем аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен представителĕсене интересленсех итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем парса вĕсем çине хуравсем илчĕç. Тĕлпулу вĕçĕнче Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Çакăн евĕр тĕлпулусем ирттерни пулас выпускниксене малалла пĕлÿ илме кайма тĕрĕс çул суйлама пулăшаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ЧЕРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика