АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купюрăсем çаврăнăша тухнă

21 октября 2017 г.

2017 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Раççей Банкĕ 200 тата 2000 тенкĕллĕ çĕнĕ банкнотсене çаврăнăша кăларнă. Вĕсенче сыхлав комплексне çĕнетнĕ тата куç начар куракан граждансем валли рельефлă элементсене вăйлатнă. Унсăр пуçне хальхи йышши дизайна та шута илнĕ.

200 тенкĕллĕ номиналлă банкнотра - унăн тĕп тĕсĕ симĕс - Севастополь символĕсем вырнаçнă. Пиччĕн енче - Путнă карапсене халалласа лартнă палăкăн, тÿнтер енче - Херсонес Таврически тавралăхĕн ÿкерчĕкĕсем. Çак банкнота полимерпа шÿтернĕ, нăкă çĕрмамăк хут çинче пичетленĕ. Çапла туни унăн çирĕплĕхне ÿстерет тата усă курас тапхăрне тăсать. 2000 тенкĕллĕ номиналлă банкнот çинче ытларах тĕттĕм кăвак тĕс. Пиччĕн енче - Русский утравĕ çинчи кĕперĕн ÿкерчĕкĕ, тÿнтер енче - Амур облаçĕнчи "Восточный" космодром. Улшăнса тăракан сыхлав элементне хĕвел фонĕ çинчи кĕпер ÿкерчĕкĕ пек тунă.

Тенкĕ символĕ çĕнĕ укçа çинче темиçе çĕрте тĕл пулать: сыхлав çиппипе микроÿкерчĕксем çинче. Номинал цифрисем ытти купюрăсенчипе танлаштарсан пысăкрах, вĕсен рельефĕ ытларах палăрса тăрать. Çакна куç начар куракан çынсем валли ятарласа тунă. Икĕ банкнот çинче те Раççей Федерацийĕн гербне вырнаçтарнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР Финанс министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика