АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ыратнипе çыратăп

21 октября 2017 г.

Хисеплĕ редакци! Чун ыратни алла ручка тытса сирĕн пата çыру çырма хистерĕ. Мĕншĕн тетĕр-и/ Юлашки вăхăтра хамăр район больницинчи васкавлă пулăшу уйрăмĕ урăх района куçасси пирки калаçнине илтме тÿр килчĕ. Пирĕн район Шупашкар хулинчен инçе вырнаçнă районсенчен пĕри тесех калас килет. Çĕрпÿпе Канаш хулисем пĕр 40-шер километрта вырнаçнă. "Вăрмар-Канаш" çулне халăхра ахаль те "Вилĕм çулĕ" теççĕ. Районти чĕрепе аптăракансене е инсуль-инфаркт пулнисене васкавлă пулăшу машинипе Канаша ăсатсан каялла грузовик çинче тупăкпа илсе килнисене питех те нумай пĕлетĕп. Васкавлă пулăшу ĕçченĕсем ытти чирпе аптăракансене е тата сасартăк аманса сиенленнисене вырăна кайса пĕрремĕш пулăшу парса вилĕмрен çăлса хăварса кун-çулне тăсма пултаратчĕç. Васкавлă пулăшăва хамăр районта упраса хăвараймасан халăхăн мĕн курмалла, вăхăтсăр леш тĕнчене кайса пĕтмелле-и? Хăвăрăн хаçат урлă çак ыйту тупсăмне тупма пулăшăр-ха, тархасшăн.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ А.Иванов.

Çак ыйту çине хурав илес тĕллевпе эпир район больницин тĕп врачĕпе В.Кирилловпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл пире çапла хуравларĕ: "Васкавлă пулăшу шăпи пурне те пăшăрхантарать. Анчах та кăлăхах. Çак çĕнĕлĕхе халăха васкавлă пулăшупа тивĕçтерессине лайăхрах пурнăçлас тĕллевпе кĕртеççĕ. Вăл пирĕн районтан ниçта та куçса каймасть. Халĕ мĕнле ĕçлет - малашне те çавăн пекех ĕçлĕ, çав вырăнтах пулĕ, хамăр районти халăха пулăшу кÿме васкĕ. 2018 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Республикăри васкавлă пулăшу паракан станцин филиалĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çак система пирĕн района кăна пырса тивмест, ытти районсенчи васкавлă пулăшу уйрăмĕсене те. Тĕслĕхрен, пирĕн районта халĕ васкавлă пулăшу уйрăмĕнче икĕ бригада пĕрер фельдшерпа çынсене пулăшу кÿме васкать пулсан, малашне икĕ бригада кашнинче икшер фельдшер - урăхла каласан çĕнĕ автомашинăсемпе талăкĕпех кашни кун тăватă фельдшер ĕçлеме пуçлĕç. Тата çакна та каласа хăварас килет: васкавлă пулăшу машинисем те çĕннисем пулĕç. Малашне васкавлă пулăшу чĕнес пулсан 2-13-65 номерпе мар, кĕсье телефонĕпе /сотовăй/ 103 номерпе шăнкăравламалла".

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика