АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар райповĕ пурнăç таппинчен юлмасть

21 октября 2017 г.

Вăрмар райповĕ пурнăç таппинчен юлмасть

Октябрĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар райповĕн лару залĕнче районти потребительсен обществин уполномоченнăйĕсен 99-мĕш отчетпа сулав пухăвĕ иртрĕ. Унта Чăвашпотребсоюзăн правленийĕн председателĕн заместителĕ И.Яшмолкина, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова хутшăнчĕç.

Чи малтан райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов сăмах илчĕ. Вăл районти потребительсен обществин Канашĕн 2013-2017 çулсенчи финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тата 2018 çула палăртнă аталану тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. 2013-1017 çулсенче Вăрмар райповĕн пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 1 миллиард та 195 миллион та 667 пин тенкĕпе, çав шутра 2017 çулхи 9 уйăх хушшинче 174 миллион та 762 пин тенкĕпе танлашнине пĕлтерчĕ. Сергей Николаевич райпо шутне кĕрекен предприятисен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Малтисен шутĕнче пыракан лавккасене палăртрĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ-хĕлне пурнăçласа пынă май райпо пĕчĕк тата аякри ялсенчи тупăш паман лавккасене тытса тăнине, ветерансене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене пулăшнине пĕлтерчĕ. Райпо халăхран тавар пуçтарса вырнаçтарнине, çулсеренех Шупашкарта иртекен çурхи тата кĕрхи ялхуçалăх ярмăрккисене хутшăнса хула çыннисене пахалăхлă продукципе тивĕçтернине каларĕ, цифрăсемпе паллаштарчĕ. 2018 çулта пурнăçа кĕртме планланă тĕллевсене уçса пачĕ.

Малалла пухăннисем Вăрмар райповĕн ревизи комиссийĕн 2017 çулхи ĕçĕсен отчечĕпе мандат комиссийĕн докладне итлерĕç. Ун хыççăн райпо уполномоченнăйĕсем тухса калаçрĕç, хальхи улшăнуллă саманара та райпо аталанса, пурнăç таппинчен юлмасăр пынине палăртрĕç. Инвалидсен районти обществин председателĕ Э.Борисова Сергей Николаевича сусăр çынсене яланах пулăшнăшăн, ырă кăмăлĕшĕн тав турĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Чăвашпотребсоюзăн правленийĕн председателĕн заместителĕ И.Яшмолкина Вăрмар райповĕ район шайĕнче кăна мар, республика шайĕнче те лайăх ĕçлесе пынине каларĕ. Чăвашпотребсоюз халăха пахалăхлă та çав вăхăтрах хакĕпе йÿнĕ продукципе тивĕçтерессишĕн тавар туса кăларакансемпе тÿрремĕнех çыхăнса ĕçленине палăртрĕ.

Уполномоченнăйсем райпо Канашĕн председательне суйларĕç. Пурте пĕрле килĕшсе сасăланипе малалла та çак яваплă ĕçе пурнăçласа пыма С.Харитоновах шанса пачĕç. Унсăр пуçне Вăрмар райповĕн Канашĕпе ревизи комиссийĕн членĕсене, райпон Чăвашпотребсоюзĕнчи представителĕсене суйларĕç.

Юлашкинчен потребкоопераци тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса палăрнă ĕçченсене: Вăрмар райповĕн поварне Г.Ивановăна - РФ Центрсоюзăн Хисеп хучĕпе, "Вăрмар" лавкка заведующине Т.Степановăна /ÿкерчĕк çинче/ - "Потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" Хисеп паллипе, А.Эверсков автомеханика - "Потребительсен кооперацийĕн çамрăк лидерĕ" Хисеп паллипе чысларĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика