21 октября 2017 г.
Райпон "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă общество район çыннисене темиçе тĕрлĕ çăкăрпа булка, кондитер изделийĕсемпе, çурма фабрикатсемпе, пылак шывпа тата ыттипе те тивĕçтерет. Вăйлă конкуренци вăхăтĕнче кунта ĕçлекенсем халăха килĕшекен, туянакансен кăмăлне каякан таварсем туса кăларас тĕллевпе ассортимента çĕнетсе, пуянлатса пыма тăрăшаççĕ.
"Çынсем ытларах Вăрмар райпо продукцине туянччăр тесе вĕсене паха продукципе тивĕçтерме тăрăшатпăр", - пĕлтерет хăйĕн шухăшне "Вăрмарти çăкăр завочĕ" ООО директорĕ М.Федорова.
Кăçал, акă, шăпах октябрĕн 24-мĕшĕнче, çăкăр завочĕн çурма фабрикатсем туса кăларакан кăлпасси цехĕ уçăлнăранпа 30 çул çитет. Мĕн уçăлнăранпах ку цехра Елена Борисовна Минина вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 2 çул çитет пулин те ĕçлет-ха вăл кунта. Çавăн пекех унпа пĕрле кăлпасси цехĕнче мастер пулса Елена Алексеевна Иванова тăрăшать. Вăрмарти çăкăр заводĕнче вăл 1999 çултанпах, малтанах пекарь-кондитер, унтан технолог пулса ĕçленĕ. Халĕ вара кăлпасси цехĕн мастерĕ. Елена Алексеевна Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнчен техник-технолога вĕренсе тухнă. Хĕрарăмсен туслă коллективĕ ĕçчен аллисемпе аш-какайран тĕрлĕ çурма фабрикатсем туса хатĕрлет. Çурма фабрикатсен кашнин ячĕ пур. Акă "Русские", "Крестьянские" пельменьсем, люля, "Домашние" фрикаделька, "Каргопольские" катлет, "Сергеевские" купаты, çаврака катлетсем тата ыттине те хатĕрлеççĕ цехра. Алăпа тунă продукцине пысăк холодильникре шăнтаççĕ, унтан хатĕр тавара чĕркесе райпо лавккисем тăрăх салатаççĕ. Кунне 30 килограма яхăн продукци тума пултараççĕ кунта ĕçлекенсем.
Акă Вăрмарти çăкăр завочĕн ĕçĕпе çыхăннă кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи хăш-пĕр цифрăсене илер-ха. Пĕтĕмпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 8 миллион та 445 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çăкăрпа булка изделийĕсене 67,5 тонна, çурма фабрикатсене 5,300 тонна, тăварланă пулла 7 пин те 600 килограмм, пылак шыва /лимонада/ - 112 пин те 974 литр, кондитер изделийĕсене - 14,5 тонна сутнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.