АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе юратакан яланах хисеплĕ

21 октября 2017 г.

Ĕçе юратакан яланах хисеплĕ

Çын мĕн ачаран çĕр çинче ĕçлесе çитĕнсен ăна тек нихăçан та пăрахаймасть пулĕ. Шкултан вĕренсе тухса урăх профессипе ĕçлесен те ăна çĕр ĕçĕ, çĕр-аннемĕре юратни пурпĕрех хăй патне илĕртет. Вăл вара çĕр çинче ĕçлеме тытăнать.

Çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Шăплат ялĕнче çуралса ÿснĕ Венямин Витальевич Андреев та /ÿкерчĕк çинче/. 1994 çултанпах çĕр пайĕсене арендăна илсе пахча-çимĕç лартса çитĕнтерет. Вĕсен çемйи çинчен "Хĕрлĕ ялав" хаçатра пĕрре кăна мар çырнăччĕ. Ĕçлекен яланах хисепре тенĕ пек, халĕ те вĕсен пахчине çитсе тăтăмăр. Кунта ĕç вĕресе кăна тăрать темелле. Каснă купăстана тÿрех автомашина çине тиесе пыраççĕ. "Кăçал çанталăк лайăхах пулманран-ши купăста тухăçĕпе савăнтарать теме çук, хăшĕсен пуçĕсем вĕтĕрех пулчĕç. Апла пулин те ăна вырнаçтарса пĕтермелле. Сутаканăн тавара хаклăрах сутас килет, туянаканăн - йÿнĕрех.

Çĕр ĕçĕ çăмăлах мар, укçа çине куçарсан, хăш-пĕр чухне ĕçлени те каялла таврăнмасть. Мĕн ачаран çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕ те, малалла та кунтах тăрăшăпăр", - тет Венямин Витальевич хăйсен ĕçĕ пирки калаçнă май. Андреевсем хĕлĕн-çăвĕн çĕрпе ĕçлеççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Мĕншĕн тесен вĕсен килĕнчи пахчинче те 30 метр тăршшĕ, сарлакăшĕ 8 метрлă теплица та мăнаçлăн курăнса ларать. Кунта мĕн çитĕннипе кăсăкланса кĕрсех куртăм. Çанталăк çуркунне еннелле сулăнсанах кунта хăяр, помидор çитĕнтереççĕ иккен. Теплицăра çитĕннĕ хăярне малтанхи вăхăтра тĕрлĕ пасарсене кайса сутнă, тăварласа та хунă. Халĕ те çитĕнет-ха вĕсен хăярĕ, кил хуçи хĕрарăмĕ Наталия тин татса кĕнĕ хăярне мана та тутанса пăхма сĕнчĕ.

Наталия Геннадьевна Шăплатра çитĕнсе ÿсмен пулсан та, ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесе пурăнать, хăйĕн ырă кăмăлĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Пыл хурчĕсем, мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ Андреевсем. Виçĕ ача çитĕнет вĕсен килĕнче. Асли Виталий кĕçех Шупашкарти коопераци институтне вĕренсе пĕтерет, хĕрĕ Вика 11 класра вĕренет, кĕçĕнни Варвара пĕчĕк-ха, виçĕ çула та çитеймен. Андреевсем те ялти ытти çемьери пекех ачисене ĕçе хăнăхтарса çитĕнтереççĕ. Çапла пулмасăр, ĕçчен çемьере пĕри ĕçлесен, тепри айккинче пăхса лараймасть. Ĕçлеме ÿркенменнисемшĕн ĕçĕ те тупăнсах тăрать, вĕсем яланах хисеплĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика