АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин - Вăрмар районĕнче

21 октября 2017 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин - Вăрмар районĕнче

Октябрĕн 18-мĕшĕнче - Пĕрлехи информаци кунĕнче ĕçлĕ визитпа пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин пулса курчĕ.

Пĕрлехи информаци кунне çавăн пекех Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ А.Тимофеев, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникĕсемпе специалисчĕсем, Вăрмар хула администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Пĕрлехи информаци кунне пирĕн района килнĕ информушкăн унăн тĕп темисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем çаксем: республикăра автомобиль çулĕсене тĕпрен юсас ĕç мĕнлерех пыни çинчен тата вĕсене çĕнĕрен тăвасси, реконструкцилес ĕçсем пирки; 2018 çулччен тата 2025 çулчченхи тапхăрта РФ стратегиллĕ аталанăвĕн "Хăрушсăрлăхлă тата паха çулсем" пĕлтерĕшлĕ енĕн шайĕнче Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфратытăмне комплекслă аталантарас программăна пурнăçа кĕртесси; 2017 çулта Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттересси: çынсем пурăнакан вырăнсене, çул хĕррисен территорийĕсене, масарсене, ялсенчи çулсене тирпей-илем кĕртес тата вĕсене санитари тĕлĕшĕнчен таса тытас ĕçсене йĕркелесси; 2017-2018 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрсенче Чăваш Республикин территорийĕнче пушар тухас хăрушлăхран сыхланасси.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев райадминистрацин ларусен залĕнче чаплă лару-тăрура амăшĕн капиталне илмелли свидетельствăсене О.Климовăна, В.Разумовăна, Т.Григорьевăна пачĕç. Унтан яваплă çынсем ушкăнсем çине пайланса районти предприятисене, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пулнă. Кунта вĕсене хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев кĕтсе илнĕ. Сумлă хăнана хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов кунти лару-тăрупа пĕтĕмĕшле паллаштарнă. Аса илтеретпĕр, кăçал фермер икĕ комбайн туяннă. И.Моторин кăçалхи тухăç пирки те интересленнĕ. Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх тухăçĕ аван пулнă, анчах та ăна çитĕнтерсе илнине вырнаçтармалли хаксем пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Ытларах аш-какайпа сĕт сутни пулăшса пырать. Паянхи куна фермăра 357 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 151 сăвакан ĕне. Сĕте Елчĕкри сĕт-çу заводне ăсатаççĕ. Владимир Анатольевич Иван Борисовича кăçал выляса илнĕ грант укçипе хăпартса лартнă çĕнĕ ĕне витипе паллаштарнă. Хальлĕхе кунта выльăх çук-ха. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин хуçалăх пуçлăхне тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă, малалла ĕçлеме ăнăçу суннă. Ĕçлĕ çул-çÿрев малалла Вăрмарти тырă йышăнакан предприятинче пулнă. Кăçал çумăрлă çанталăка пула кунта тăрăшакансем валли ĕç туллиех. Предприяти пуçлăхĕ В.Александров ĕçлĕ ушкăна кунти лару-тăрупа, тырă склачĕсемпе паллаштарнă. Владимир Васильевич палăртнă тăрăх, кăçалхи вырма вăхăтĕнче предприяти 8834 тонна тырă хатĕрленĕ, çакă 2016 çулхипе танлаштарсан 113 процент шутланать. Предприяти кăçал 4300 тонна тырă типĕтнĕ, 2016 çулхипе танлаштарсан ку 2 хут ытларах. Ĕç калăпăшĕ кăçал самаях ÿснĕ пулин те коллектив кал-кал ĕçлесе пынине кура, предприятин пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕрен палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Юлашки 3 çулта юсав ĕçĕсем ирттерме, оборудовани туянма 8 миллион тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин премьер-министрĕ "Вăрмарти механика завочĕ" тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă. Механика завочĕн пуçлăхĕ О.Венедиктов предприяти историйĕнчен пуçласа аталану çул-йĕрĕ, паян кунта туса кăларакан продукци ассортименчĕ таранах каласа панă. И.Моторин ĕç процесĕпе, кунта вырнаçтарнă оборудованипе те паллашнă.

Ĕçлĕ çул-çÿреве Иван Борисович Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕçленĕ. Шкул директорĕ П.Алексеев премьер-министра шкулта пыракан юсав ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче пулнă. Чи малтанах вĕсем ялти библиотекăра халăхпа тĕл пулса калаçнă. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕн "Обществăлла инфраструктура аталанăвĕн вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ проекчĕсене ЧР территорийĕнче пурнăçа кĕртесси çинчен" 7 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн яла хăтлăх кĕртес ыйтăва сÿтсе явнă.

М.Пуклаков ял халăхне пушар тухассинчен сыхланас тĕллевпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине асăрхаттарнă.

Уçă калаçура ял халăхне çул-йĕре юсасси, сĕт хакне ÿстересси, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче шăл тухтăрĕн кабинетне ĕçлеттересси тата ытти ыйтусем те канăçсăрлантарчĕç. Çавăн пекех информушкăн членĕсем Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пулчĕç. Информаци кунĕн ыйтăвĕсене çавăн пекех Кавал, Кĕлкеш ял тăрăхĕсен халăхĕпе сÿтсе явнă.

Информаци ушкăнĕн членĕсем палăртнă тăрăх, халăхпа ирттернĕ тĕлпулусем активлă иртнĕ, хумхантаракан ыйтусене шута илнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.Павлова, Э.Михайлова, Н.Шишкина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика