18 октября 2017 г.
Районта çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăнса çемьене те тăрантаççĕ, пурнăç та тăваççĕ. Кун пек ĕçченсем Шăплат ялĕнче чылаййăн. Вĕсем ытларах пахча-çимĕç çитĕнтерме кăмăллаççĕ. Кам купăста, тепри кишĕр, çĕрулми тата ыттине те çитĕнтерсе ăçта кирлĕ çавăнта кайса сутаççĕ е кампа та пулин килĕшÿ тăваççĕ те вĕсем туса илнĕ продукчĕсене пахчаранах килсе туянса каяççĕ.
Акă, тĕслĕхрен, В.Андреев, А.Игнатьев, А.Савруков, В.Николаева тата ыттисем те. Эпир вĕсен ялне çитнĕ чухне В.Андреев тата А.Андреев çемйисем купăста касатчĕç. В.Андреев Газель автомашина çине купăста тиесе Хусана кайма хатĕрленетчĕ. Вĕсемпе юнашар участок А.Андреевсен, вĕсем кĕçĕн ывăлĕпе Андрейпе тата мăшăрĕпе Валентина Станиславовнăпа каснă купăстасене трактор тележки çине пĕрерĕн-пĕрерĕн ывăтса тултаратчĕç. "Хальлĕхе ăна ăçта вырнаçтармаллине пĕлместпĕр-ха, килсе туянакансем йÿнĕрех хакпа туянасшăн. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, халĕ те çавах ĕнтĕ вăл. Ĕçлемесĕр сĕтел çине çăкăр хăй тĕллĕн килсе выртмасть. Мĕн ачаран ĕçлеме хăнăхнă та, хамăрăн ачасене те çавнах хăнăхтарас тетпĕр. Ачасем халĕ хăйсем ĕçе кÿлĕннĕ, вĕсене мăшăрăмпа иксĕмĕр пулăшас тесе тăрăшатпăр. Ĕçлесен тухăçĕ пулни савăнтарать, анчах та кăçал çанталăкĕ ытларах йĕпе тăнине пула-ши е урăх сăлтавпа - купăста пуçĕсем ытлах лайăх пулчĕç тесе савăнмаллиех çук. Мĕн тăвăн, кашни çул пĕр пек килмест, лайăх-и, начар-и - пурпĕрех ĕçлемелле. Çынна хускану, ĕç кирлĕ", - тет Валентина Станиславовна. Сăмах май каласан, вăл нихăçан та ĕçсĕр ларса курман. Малтанхи çулсенче ХХV партсъезд ячĕпе хисепленекен колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Пурнăçĕ тĕрлĕрен улшăнса пынă май хуçалăх ячĕ те пĕтсе ларса уйрăм çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тытăнчĕç, хăшĕсем фермер ĕçне пуçăнчĕç. Валентинăпа Анатолий Андреевсен çемйи те çĕр участокĕ илсе пахча-çимĕç çитĕнтерме пуçланă. Чылай çул тăрăшаççĕ ĕнтĕ вĕсем ку ĕçпе. "Лайăххи те, начарри те пулнă, пуçа усман, йывăр тесе нăйкăшса ларман, малаллах тапаланнă. Ачасем пĕчĕкрех чух йывăртарахчĕ, халĕ вĕсем çитĕнчĕç те авантарах", -тет ĕçчен те вăр-вар хĕрарăм Валентина Станиславовна.
"Вăй хумасăр нимĕн те пулманнине хăй ĕçлесе курнă çын лайăх ăнланать. Çĕр çинче ĕçлеме тытăнсан çурма çулта чарăнса каялла кайма çук, малаллах тапаланмалла", - теççĕ ĕçрен хăраман шăплатсем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.