18 октября 2017 г.
Çанталăк сивĕтме пуçланине хĕвел тăтăшах пĕлĕт хыçне пытанни, сивĕ çумăрĕ пĕрĕхме тытăнни систерсех тăрать. Уй-хиртен тĕштырăсене пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Черетре - кукуруза. Кăçал çанталăк начартарах тăнине пула вăрлăхлăх акнă кукуруза пиçсех çитеймен. Ăна вара силослăх хураççĕ.
Кукурузăна пухса кĕртес ĕç еплерех пынипе кăсăкланса эпир, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ В.ЧЕРКАСОВ тата "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн ялхуçалăх пайĕн редакторĕ А.НИКОЛАЕВА, "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе куртăмăр.
Ку хуçалăхра кукурузăна 300 гектар çинче акнă. Анчах кăçал нÿрĕк ытларах пулнине кура вăл пиçсе çитесси иккĕлентерет. Хальлĕхе 100 гектарне вырса силослăх хума палăртнă. "Çанталăкĕ пулнă пулсан кукуруза аванах пулса çитетчĕ, халĕ те аптрамасть-ха, мăйракаллă шултра выльăх валли сĕтеклĕ апат пулать. Вырса траншейăна пусăрăнтарса хунă кукуруза хĕл кунĕнче çуллахи ешĕл курăкран пĕрре те кая мар паха апат шутланать. Выльăха рациона çирĕп пăхăнса апатлантарма тăрăшатпăр. Кăçал уй-хир ĕçĕ вăраха кайнăран кукуруза çулма та каярах юлса тухрăмăр. Вăл тивĕçлипе çитĕнсе çитейменшĕн ытлашши пăшăрхансах каймастпăр, мĕншĕн тесен выльăхсене хĕл каçа çитерме чылай апат кирлĕ. Халĕ эпир хатĕрленĕ силос хĕл каçма кăна çитмелле мар, саппас та юлмалла. Сăвакан ĕнесене ешĕл силос çитерсен сĕт сăвăмĕ те палăрмаллах ÿснине хамăр тĕслĕхпе те çирĕплететпĕр ", - тет хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе палăрса Мускав таранах çитнĕ. Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн /ВДНХ/ территорийĕнче "Ылтăн кĕркунне" ятпа Раççейри агропромышленноçăн 19-мĕш куравĕнче "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен чи лайăх çемье ферми" номинацире кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Çитĕнÿ пĕччен-иккĕн ĕçленипе пулмасть. Хуçалăхра туслă та çирĕп коллектив вăй хурать. Эпир пынă кун кукуруза уйĕнче ДОН-680 комбайнпа кукуруза выратчĕç. В.Ширков КамАЗпа, А.Артемьев МТЗ 12.21 тракторпа симĕс массăна траншейăна турттарса тăраççĕ, В.Григорьев К-700 тракторпа ăна пусăрăнтарса пырать. Ĕç пĕр самантлăха та чарăнса тăмасть. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕхрен тулăх продукци илесси. Çанталăкĕ те вĕсемпе пытанмалла вылять тейĕн: тин çеç çумăрĕ пĕрĕхсе каять, хĕвелĕ те çавăнтах ăшшăн пăхать. Анчах та ĕçченсем парăнмаççĕ, кукурузăна кĕске вăхăтра пухса кĕртессишĕн вăй хураççĕ. Мăйракаллă шултра выльăха тытакан витесене те кĕрсе куртăмăр. Вĕсене хĕле хатĕрленсе шалтан стенисемпе маччисене сăрласа шуратнă, тап-таса. Ĕçе пĕлсе те вăхăтра пурнăçлани куç умĕнче.
Хуçалăхра хăйсен вăйне шанса ĕçлеççĕ, мĕн ĕçе тытăннă - ăна вĕçне çитерме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та вĕсен çитĕнĕвĕ те куç умĕнче.
Источник: "Урмарская районная газета"