АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çынпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пул

14 октября 2017 г.

Ватă çынпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пул

Ватă çыншăн тимлĕх уйăрни паха. Ватлăх çулне çитсен çынна савăнма нумай та кирлĕ мар. Пĕччен пурăнайман ватăсем валли, юрать-ха, ваттисен çурчĕ пур.

Арапуçĕнче вырнаçнă ваттисен çуртĕнче паянхи куна 26 çын пурăнать. Кунта вĕсене ăшă, хăтлă, вăхăтра апатлантараççĕ. Пĕр-пĕринпе калаçсан вăхăт иртни те сисĕнмест вĕсен. Кунта тĕпленнисем хушшинче чи çамрăкки 56 çулта, чи ватти - 87-ре. Кашнинех кунта тĕрлĕрен шăпа илсе çитернĕ. Ваттисен çурчĕн заведующийĕ Анна Валерьевна Ларионова, хăй çамрăк пулин те, ватăсемпе ватă пек пулма пĕлет. Ватăсем хăйсем патне хăнасем килнине питĕ кăмăллаççĕ. Акă ку хутĕнче те купăс йăтнă арçынпа хĕрарăмсем кĕнине чÿречерен асăрхасанах хĕпĕртенĕ иккен ватăсем. Ахальтен савăнман вĕсем. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ Эмма Михайловна Борисова тăрăшнипе Кивĕ Вăрмарти Культура çурчĕ çумĕнчи "Мерчен" фольклор ушкăнĕ ваттисен çуртне пысăках мар концертпа килнĕ. /Çакăн йышши мероприятисем ирттермелле чухне унта-кунта çитмелле пулсан район администрацийĕ транспорт уйăрса пулăшать. Çакăншăн тавах вĕсене/. Чи малтанах Э.Борисова, районти тĕп библиотекăн таврапĕлÿ уйрăмĕн ертсе пыракан библиотекарĕ Р.Иванова ватăсене сывлăх сунса ăшă сăмахсемпе саламларĕç. "Мерчен" ушкăн юрăçисем ватăсене чăваш юррисем шăрантарса савăнтарчĕç. Купăспа выляканĕ Валерий Тимофеевич Архипов. Ватăсем умĕнче чăваш тумĕ тăхăннă юрăçсем чуна тыткăнлакан юрăсем шăрантарчĕç. "Ан авăн, шĕшкĕ" юрăпа пуçларĕç вĕсем концерта. Хурлăхлă юрă вăхăтĕнче итлесе ларакан хăш-пĕр ватăсен пичĕсем куççульпе йĕпенчĕç. Хăйсен кун-çулне аса илчĕç пулĕ вĕсем çак вăхăтра. Çавăн пекех фольклор ушкăнне çÿрекенсем Л.Волостновăпа А.Борисова "Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть" шÿтлĕ сценка та лартса пачĕç куракансене.

Хаваспах итлерĕç чăваш юррисене ватăсем, хăнасене алă çупса тав турĕç. Вĕсем хăйсем патне час-часах килсе çÿреме йыхравларĕç сывпуллашнă май.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика