АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек пăхма хитре те…

14 октября 2017 г.

Юлашки çулсенче çынсем кил хуçалăхĕсенче, хваттерсенче тĕрлĕ чечексем ÿстерме тытăнчĕç. Çуллахи вăхăтра поселокри урамсенче те çак илемлĕхе курма пулать. Мĕнле тĕрлĕ чечексем ÿстермеççĕ-ши/ Пĕри тепринчен хитререх. Уйрăм çын кил хуçалăхĕнчи участоксене вара унта пурăнакансем чечексене хăйнеевĕрлĕ дизайн мелĕпе лартса тухаççĕ.

Вĕсен çĕр лаптăкĕ те ытларах, чечексен çĕнĕ сорчĕсене те нумайрах çитĕнтерме пулать. Хăшĕ-пĕри вара пĕр ăнланмасăрах хăй тĕллĕн шăтса тухакан мăкăне те пăхса çитĕнтерме ÿркенмест. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн яваплă ĕçченĕсем тĕрĕслеме çитсе тăрсан: "Мăкăнь чечекки хитре пулнăран ÿстертĕмĕр", - тенине çулпа аслăрах кинемисенчен илтме пулнине пĕлтерчĕ асăннă уйрăмăн начальникĕн заместителĕ А.Софронов районта наркотике хирĕç кĕрешессипе ирттернĕ комиссийĕн ларăвĕнче. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешес енĕпе оперативлă-профилактикăллă мероприятисем ирттерни çинчен чарăнса тăчĕ. Хăйĕн докладĕнче Алексей Николаевич мăкăнь чечекне пахчасенче тата ытти вырăнсенче ÿстерме юраманни çинчен пĕлтерчĕ. Енчен те ку е вăл çын хăйĕн кил хуçалăхĕнче мăкăнь чечеккине ÿстерчĕ пулсан ?хăй тĕллĕн шăтса тухсан та% ăна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 231 статйин 1 пайĕпе айăплĕç, мĕншĕн тесен вăл наркотиксен шутне кĕрет. Тепĕр майлă каласан хитре мăкăнь чечекĕ ÿстернĕшĕн тĕрмене нумай çуллăха ларма тивĕ.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн ĕçченĕсем наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çавна май тĕрлĕ оперативлă профилактикăллă мероприятисем ирттереççĕ. Сăмахран, "Мак - 2017" оперативлă профилактикăллă мероприяти ирттернĕ вăхăтра 5 наркопреступлени тунине тупса палăртнă.

Тĕслĕхрен, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан П. гражданка хăйсен çурчĕ хыçĕнче мăкăнь чечеккисем ÿстернĕ, ăна кăпкалатнă, çумкурăксенчен тасатнă. Кавал ялĕнче пурăнакан Н. гражданин та хăйĕн çĕр участокĕнче мăкăнь чечеккисене пăхса çитĕнтернĕ. Кивĕ Вăрмарти Л. гражданка тата Пысăк Енккассинчи И. гражданка та хăйсен çĕр участокĕсенче мăкăнь чечеккисене кăпкалатса, шăварса, çумкурăксенчен тасатса ÿстернĕ. Халĕ вара çакăншăн вĕсен пурин те саккун умĕнче явап тытма тивет.

Алексей Николаевич хăйĕн калаçăвĕнче ку ыйту пирки уйрăмах Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вырăнти халăхпа мăкăнь чечекки çитĕнтерме юраманни çинчен ытларах ăнлантару ĕçĕсем туса ирттермелли пирки чарăнса тăчĕ. Кунта çакна та палăртмалла: пирĕн район территорийĕпе чукун çул иртет, çавăнпа та мăкăнь чечеккин вăрлăхне чукун çул хĕррипе, унтан аякках мар вырнаçнă ялсенчи пахчасене ют çĕртен килнĕ çынсем сапса хăварнă тĕслĕхсем те пулнă. Çавăнпа та хăй тĕллĕн ÿссе ларакан мăкăньсене пахчара курсан, ăна хăвăртрах çумласа тăкмалла. Мăкăнь чечеккин вăрлăхĕсене сапса çÿрекен çынсене саккун умĕнче явап тыттарни пирки те, хăш-пĕр ялсенче вĕсене вырăнта пурăнакан çынсем тытма пулăшни çинчен те каларĕ А.Софронов.

Вăрмар районĕпе иртекен автоçул çинче наркотиксене саккунсăр майпа турттарса çÿрессине чарса лартас, вĕсен хуçисене саккун умĕнче явап тыттарас тĕллевпе автотранспорт хатĕрĕсене тĕрĕслесе тăни çинчен каларĕ вăл.

Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев наркотике хирĕç кĕрешессипе ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен профилактикăллă мероприятисем ирттернине палăртрĕ. Арапуçсем ырă-сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ, çавна май тĕрлĕ спорт мероприятисем ирттереççĕ, секцисем ĕçлеççĕ. Шкул ачисемпе тата çамрăксемпе "Сывлăха çамрăкран упрăр", "Эпир пурнăçа суйлатпăр", "Наркотиксене - çук! тесе калатпăр" ятсемпе урок-калаçусем йĕркелеççĕ.

Пĕтĕмлетсе çакна калар: наркотик çын пурнăçне вăхăтсăр татать, çавăнпа та ăна пурте кар тăрса тĕп тăвар!

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика