АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çирĕп пуласлăхĕ шкулта тымар илет

14 октября 2017 г.

Ачасен çирĕп пуласлăхĕ шкулта тымар илет

2017 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче "Раççей паян" Халăхсем хушшинчи информациллĕ агентствăра çĕршыври 2017 çулхи чи лайăх шкулсен ячĕсене кăтартнă. Вĕсем хушшинче пирĕн республикăри шкулсем те пур. Регионти 5 шкул иртсе кайнă вĕренÿ çулĕнче пысăк результатсем кăтартса "Раççейĕн чи лайăх 500 шкулĕ" шутне, 11 шкул выпускниксене хатĕрлессипе пысăк çитĕнÿсем туса "Ялсенчи чи лайăх 300 шкул" шутне кĕнĕ.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев октябрĕн 7-мĕшĕнче Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче Вĕрентекен кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче республикăри вĕрентÿ системинче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те мухтава тивĕçлĕ тесе каланă, вĕсен вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçисем тата призерĕсем пулса тăнине, экзаменсене ăнăçлă тытса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнине палăртнă.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çулсеренех Раççейĕн чи лайăх шкулĕсен шутне кĕрет. Акă, кăçал та вăл "Ялсенчи чи лайăх 300 шкул" хушшинче. Çак хисеплĕ списока, паллах, ахальтен лекмеççĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хуракан коллективăн тăрăшулăхне, тĕплĕ тата тимлĕ ĕçĕ-хĕлне вĕренекенсен тĕрлĕ енлĕ çитĕнĕвĕсем туллинех çирĕплетсе параççĕ. Кунта ĕçлекен вĕрентекенсем - вĕсем хушшинче опытлă педагогсем те, çамрăк специалистсем те - хăйсен пултарулăхĕшĕн панă Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, патшалăх наградисемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Кăçал та Вăрмар шкулĕн ĕçченĕсем ЧР Пуçлăхĕн грантне илсе хăйсен ятне çÿле çĕклеме пултарчĕç. 200 пин тенкĕлĕх грант илмелли свидетельствăна биологи предметне вĕрентекен Н.Кузьмина, 50 пин тенкĕлĕх хавхалантарăва илмелли свидетельствăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Васильева тивĕçнĕ.

Çак пысăк çитĕнĕвĕн вăрттăнлăхне пĕлес тĕллевпе эпир Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çул тытрăмăр, биологи предметне вĕрентекен Н.Кузьминапа /ÿкерчĕк çинче/ тĕл пулса калаçрăмăр. Надежда Ильинична Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта ăс пухнă чухнех биологипе тата химипе кăсăкланма пуçлать. Çавăнпах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетне çул тытать. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн 1988 çултанпа учительте вăй хурать, ачасене биологи предмечĕн асамлă тĕнчипе паллаштарать. Надежда Ильинична хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк хавхаланупа пурнăçласа пырать, вăл хăй те, унăн вĕренекенĕсем те район, республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче талантлă педагогăн вĕренекенĕ, ун чухне 11в класра ăс пухнă Е.Эверскова, экологипе иртекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн призерĕ пулса тăнă. Надежда Ильинична, ытти вĕрентекенсем пекех, уçă уроксем йĕркелесе ирттерет, дистанциллĕ уроксем, проектсем хатĕрлет, кружоксем ертсе пырать. Интернетра унăн хăйĕн сайт та пур, унта вăл кăмăл тăвакансене хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Унсăр пуçне Н.Кузьмина ачасемпе тĕрлĕ енлĕ ĕçлет, экскурсисене илсе çÿрет, уроксем хыççăн таврари çутçанталăкăн вăрттăнлăхĕсене уçса парать, вĕсем çуллахи каникулта та час-часах пуçтарăнса тухса çÿреççĕ. Çулсерен Надежда Ильиничнăн выпускникĕсенчен ытларахăшĕ медицина енĕпе малалла пĕлÿ илме каять, вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ăс пухаççĕ, ĕçлесе пурăнаççĕ. Чикĕ леш енчи çĕршывсенче те стажировка тухаççĕ. Çак кăтартусене пурне те шута илсе тата пĕтĕмлетсе Н.Кузьминана кăçал ЧР Пуçлăхĕн грантне панă та ĕнтĕ. Надежда Ильиничнăн çитĕнĕвĕсем чылай. 2010 çулта вăл "РФ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", 2016 çулта "ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" ятсене илнĕ. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук. Шкулта çакăн пек пултаруллă вĕрентекенсем ĕçлени ачасен çирĕп пуласлăх никĕсĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен тĕрлĕ енлĕ аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, 10-11-мĕш классенче ачасене уйрăм профиллĕ пĕлÿ парассипе ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, агрокласс çинчен каласа хăварас пулать. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче шкулта агрокласс ĕçлеме пуçланă. Эрнере пĕр кун Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн преподавателĕсемпе доценчĕсем вĕренекенсене çутçанталăк çинчен вĕрентекен тата инженери ăслăлăхĕсен шайĕнчи пĕлÿпе тивĕçтереççĕ.

Мĕн пĕчĕкренех ачасене патриотизмла воспитани парасси те шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул кадечĕсем яланах çарпа спорт вăййисене, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссене, мероприятисене хутшăнса шкул чысне хÿтĕлеççĕ. Нумаях пулмасть Вăрмар параппанçисем, акă, Çĕмĕрлере иртнĕ çарпа патриотизм клубĕсен, параппанçăсен отрячĕсен, "Марш ансамблĕсен парачĕ - 2017" плац-концертсен дефилепе Республикăри 2-мĕш фестиваль-конкурсне хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ.

Çитĕнсе пыракан ăрăва сывлăх енчен çирĕплетесси, спортпа туслă пулма хăнăхтарасси те малти вырăнта тăрать. Кунта шкулти воллейболистсен командин, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса хăйсене лайăх енчен кăтартакан ытти пултаруллă ачасен çитĕнĕвĕсем пирки те манмалла мар.

Çамрăк хунавсенчен пĕтĕм енчен пултаракан, пурнăç çулĕ çинче çирĕппĕн тăракан çынсене çитĕнтерес тесе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлекенсем хăйсене шеллемесĕр, пĕтĕм вăя хурса тăрăшаççĕ. Кашни çулах выпускниксем хушшинче аслă пĕлÿ паракан заведенисене вĕренме кĕрекенсен шучĕ пысăк пулни çакна çирĕплетет. 2017 çулта, тĕслĕхрен, 65 выпускникран 61-шĕ малалла ăс пухма аслă пĕлÿ паракан заведенисене çул тытнă. Çав шутра 23-шĕ республикăри, 38-шĕ ытти регионсенчи аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Вĕсем хушшинче 16 медалист пулнине палăртмалла.

"Ачасем - пирĕн пуласлăх", - теççĕ. Вĕсене тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парас ĕçре вара шкул пĕлтерĕшĕ чăнах та питĕ пысăк.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика