АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă телей сăваплă

14 октября 2017 г.

Ĕçре тупнă телей сăваплă

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçе юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пурнăç аталанса кăна пырĕ. Ĕçре çитĕнÿсем пулсан çын та хăйĕн телейне тупать. «Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет», - теççĕ халăхра. Ĕçре тупнă телей вара - сăваплă.

Эпĕ хамăр районти Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекенпе паллаштарасшăн.

Шкулĕ пысăках мар пирĕн, ачасен шучĕ те чаксах пырать, анчах вĕрентекенĕсем - чăннипех те иккĕмĕш аннесем! Ачана амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учительсем те çавăн пекех савса кăмăллаççĕ, ыррине çеç сунаççĕ. Ачасене ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă, сăпайлă, çĕршыва юрăхлă тăвассишĕн çунаççĕ. Пурне те асăрхать учитель. Йăнăш тусан тĕрĕс çул çине тăратать. Айăпа кĕрсен - асăрхаттарса каçарма пĕлет, çав вăхăтрах çирĕп те ыйтать. Паян çирĕп ыйтмасан - ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ пирĕн. Хăйĕн чунĕ ырăлăхĕпе пире те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет. Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Çавăнпа учителе «чун инженерĕ» теççĕ те.

Кашни ачан, паллах, юратнă предмечĕ, вĕрентекенĕ пур. Эпĕ сире кĕçĕн классенче вĕрентекен тата шкул директорĕн заместителĕ пулса ĕçлекен Любовь Геннадьевна Васильевăпа паллаштарасшăн /ÿкерчĕк çинче/. Турри ăна учитель пулмах çĕр çине килтернĕ пулĕ. Хăй предметне те чунтан парăнса тĕплĕн ăнлантарать, пурнăçпа çыхăнтарать. Çав тери кăсăк, интереслĕ унăн урокĕсем. Теори материалне практикăпа кăтартса асра хăварать.

Вăл Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче 1965 çулхи март уйăхĕнче кун çути курнă. Чупай ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан хăйсене вĕрентнĕ физика учителĕн çулĕпе утма кăмăл тăвать. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытать. Физикăпа математика факультетне суйласа илет. 1988 çулта аслă шкула ăнăçлă вĕренсе тухса Вăрмар районне çитет. Пурнăç урапи ăна Урнарти вăтам шкула ĕçлеме илсе çитерет.

Хăйĕн телейне Любовь Геннадьевна ĕçре тупнă. Кирек хăш вăхăтра та ун çумĕнче яланах ачасем е учительсем, ашшĕ-амăшĕ те. Пĕр-пĕр конкурс йĕркелет-и, уроксене хатĕрленет-и - яланах ĕçре вăл, шыравра.

Учительсен коллективĕнче те пысăк хисепре Любовь Геннадьевна, аслă категориллĕ вĕрентекен. Уçă урокĕсем те, класс тулашĕнчи ĕçсем те пысăк ăсталăхпа иртеççĕ унăн. Çултан-çул учитель ĕçĕ улшăнса, çĕнелсе пырать пулин те пурнăç таппинчен юлмасть пирĕн ĕçчен. Ĕçĕнче йывăрлăхсем сахалах мар пулин те телейлĕ вăл. Ăс-тăна, пултарулăха ыттисене парнелесси - сăваплă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Е.КРАСНОВА, вeрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика