АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартать

11 октября 2017 г.

Хăйĕн ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартать

"Ĕç кунĕнчен пуянăн кĕлечĕ пушă мар",- тенĕ мĕн авалтан. Ĕç кунне вара яланах кĕркунне шутланă. "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче штатлă расписанипе вăй хуракансен кĕркунне çитнĕ çĕре ĕç кунĕ кĕлет тулмалăх пурах. Вĕсем ĕççи вăхăтĕнче канмалли кунсене пăхмасăр кашни кун ĕçре.

Ку хутĕнче сăмахăм Михаил Николаевич Краснов пирки пырĕ. Вăл ку хуçалăхра нумай çул тăрăшать. Унăн ĕçлеме пĕлмен техника та çук темелле. Хуçалăхра тин çеç туяннă çĕнĕ техникăна та ăна шанса параççĕ. Вырмара та, çĕр улми кăларнă çĕрте те хастар механизаторсенчен пĕри вăл. Ĕçрен ÿркенмен тракторист руль умне ларать пулсан хуть те мĕнле ĕçе те парăнтарать.

Хальхи вăхăтра вăл çĕрулмин юлашки гектарĕсем çинче GRIMME комбайнпа ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнса ĕçлет. Ĕçчен механизаторпа хуçалăха ертсе пыракансем те кăмăллă, ырăпа кăна калаççĕ. "Ĕçрен ÿркенмен ăста пулнă", - тенĕ пек Михаил Николаевич та хăй ĕçĕнче хăй чăн ăста. "Ман çинчен çырмалли нимех те çук, хуçалăхри ытти механизаторсемпе пĕрле ĕçлетпĕр. Çакна çеç каласа хăварасшăн: уй-хир вăйлă тырпулпа савăнтариччен малтан нумай вăй хумалла. Хама шанса панă ĕçе нихăçан та çиелтен пурнăçласа курман. Уй-хире тухсан сехет çине пăхса ĕçлеме хăнăхман, пуçăннине хăвăртрах та пахалăхлă вĕçлес тесе тăрăшатпăр. Вăй хурса ĕçлени сая ан кайтăр, тухăçĕ пысăк пултăр тетпĕр", - тет Михаил Николаевич хăй пирки каласа пама ыйтсан. Ĕçчен çын ял-йыш умĕнче те, коллективра та хисепре.

Апла пулсан ăна малашне те хальхи пекех хастар та пултаруллă пулма ăнăçу сунмалли кăна юлать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика