АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

11 октября 2017 г.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Иртнĕ кунсенче райадминистацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, "Раççейри ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Н.Шанина, тĕп агрономĕ Л.Иванова кĕрхи ĕçсем еплерех пынипе паллашма Тикашри "Передовик" агропромышленность комплексĕ" тата Мăнçырмари "Слава" тулли мар яваплă обществăсенче пулчĕç.

"Передовик" агропромышленность комплексĕнче октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне çĕрулмине 30 гектар ытла çĕр çинчен пуçтарнă ĕнтĕ. "Çĕрулми участокĕ вăрман хĕрринче вырнаçнăран тата çĕр айĕнчи шывсем çиелте пулнăран, çуллахи вăхăтра пĕр чарăнмасăр çумăр çунă вăхăтра шыв нумай тăнăран тухăç пысăках мар. Палăртнă тăрăх, пĕр гектар пуçне 150 центнер. Уйран турттарса кĕрекен çĕрулми складра нумай тăмасть, ăна çийĕнчех сутатпăр. Çĕрулми кăларнипе пĕрлех талăкĕпех кĕрхи çĕртме ĕçĕсем пыраççĕ", - пĕлтерет хуçалăх пуçлăхĕ В.Кандаков.

Акă кашни уяр кунах "Передовик" хуçалăхра çĕрулми пуçтараççĕ. Ятарласа Вăрмар поселокĕнчен килеççĕ çынсем "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарма. Тикаш ялĕнче çуралнă В.Иванов, Вăрмар поселокĕнче ĕçлесе пурăнать пулин те, черетлĕ отпуск вăхăтĕнче укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе мăшăрĕпе Г.Ивановăпа пĕрле яла çÿрет. Çĕрулмине тракторпа Р.Ленский кăларса пырать. Çавăн пекех ыттисем те кунĕпех уйра.

"Слава" тулли мар яваплă обществăра хĕвелçаврăнăшсăр пуçне ытти культурăсене пухса кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра çĕр участокĕсене икĕ сменăпа сухалаççĕ.

Октябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пĕлтернĕ тăрăх 43149 тонна тырă вырса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 26 центнерпа танлашнă.

Тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсен чи пысăк тухăçĕпе "Свебрата" тулли мар яваплă общество /гектар пуçне 45 центнер/, "Ямуков Г.Н." тата "Иванова О.А." /гектар пуçне 35 центнер/, "Иванов В.А.", "Михайлов А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем /гектар пуçне 30 центнер/ палăрнă.

Çĕрулмине 563 гектар çинчен, ытти пахча-çимĕçе 24 гектар çинчен /66,7 процент/ пуçтарнă. Кĕрхи культурăсене 4010 гектар çинче акнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика