11 октября 2017 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче Учительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă.
Палăртнă пулăм пуçланиччен чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Культура керменĕнче хатĕрлесе тăратнă куравсене пăхса тухнă. Пухăннă педагогсемпе калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Раççей шайĕнче хисепе тивĕçнисене уйрăммăн палăртса тав сăмахĕсем каланă. Вĕрентекенсем хăйсен сăмахĕнче ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева ăшшăн саламланă, вĕрентÿ тытăмне аталантарса пыма витĕм кÿнĕшĕн ырланă, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш номерлĕ шкулăн директорĕ В.Вавилова чи пултаруллă вĕрентекенсене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу панишĕн республика Пуçлăхне ырласа хăварнă. Регионти чи лайăх шкулсем çулсерен патшалăх пулăшăвне тивĕçнине те асăннă. Куншăн пĕтĕмпех М.Игнатьева тав сăмахĕсем каланă.
М.Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пысăк опытлă педагогсене те, тин çеç ĕçлеме пуçланисене те патшалăх пулăшăвне парса тивĕçтерни вырăнлă тесе каланă. Сăмаха май, çак кунсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсем РФ шайĕнче йĕркеленĕ, Мускаври Кремльте иртнĕ чаплă пулăма хутшăнни пирки аса илсе хăварнă. «Çакă пире тата та лайăхрах аталанса пыма вăй-хăват кÿрет. Педагогсен чысне çÿле çĕклеме май парать», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.
Республика чăнласах та педагогсемпе мăнаçланма пултарать тесе палăртнă. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев уявăн торжествăлла пайне уçнă май: «Эсир вĕрентсе кăларакан ачасем регион, пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттерекен ăмăртусемпе конкурссенче кулленех малти вырăна тухаççĕ. Патшалăх экзаменĕсене те яланах тивĕçлĕ тытаççĕ. Ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕни çаксене пĕтĕмпех çирĕплетет», - тенĕ хăйĕн докладĕнче уява пухăннисене саламласа.
«Педагогсен ĕçĕ яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Патшалăх политикишĕн те вĕсен ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ. Шăпах та эсир Тăван çĕршыв валли тивĕçлĕ граждансем пулма пĕлÿ паратăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. «Йăла-йĕркесене пăхăнса, иртнине хисеплесе, малашлăха пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле тăрăшса ĕçлесе йĕркелемелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çулсерен ППЭ кăтартăвĕсем Раççейри вăтам кăтартуран пысăк пулни пурсăмăра та хавхалантарать. «2017 çулта шкулсенче ППЭ кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республики 85 регион хушшинче хисеплĕ 4-мĕш вырăна тухнă. Çак пысăк ÿсĕме эпир пурсăмăр та тухăçлă ĕçлемен пулсан тăвайман пулăттăмăр. Педагогсем ăста та пысăк тавракурăмлă пулни куçкĕретех», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Исаев хăйĕн докладĕнче регионта пĕтĕмпе 1000 вĕренÿ учрежденийĕ шутланнине пĕлтернĕ, вĕсенче пурĕ 23 пин вĕрентекен ĕçленине асăннă.
«Шкул вĕренĕвне вăй илтерме, актуаллă ыйтусене татса пама пурĕ 5 млрд тăкакланă. 409 шкулта юсав ĕçĕсене ирттернĕ. 100 спортзалта тĕпрен юсав ĕçне пурнăçланă. Шкулсенче санузелсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе çитернĕ, 8 çĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Çитес çулсенче 31 шкул хута ямалла, 70 шкула тĕпрен юсаса çитермелле. Енчен те çак ĕçсем пĕтĕмпех пурнăçлансан, шкулсенче ачасене иккĕмĕш сменăпа вĕрентесси пăрахăçланĕ», - тенĕ вăл.
Регионта пултаруллă педагогсем сахал мар. «Эсир Раççей пуласлăхне йĕркелетĕр. Ачасене тарăн пĕлÿпе тивĕçтерессишĕн ырми-канми тăрăшатăр», - тенĕ министр.
Уявра хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнисене уйрăммăн палăртса свидетельствăсем парса чысланă. 200 пин тенкĕлĕх хавхалантарăва илмелли свидетельствăна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта биологи предметне вĕрентекен Н.Кузьмина тивĕçнĕ /ÿкерчĕк çинче/.
Мероприятире учительсен хорĕсен республикăри конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ. Мала тухнисене мухтанă. Республикăра Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалласа ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçи Улатăр хулинчи учительсен хорĕ пулнă, вĕсем вырăсла юрласа куракансене тыткăна илнĕ. Чăвашла юрлакансем те кая юлман, Вăрмар тăрăхĕнчи учительсен хорĕ палăрнă.
«Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине халалланă чăвашла юрă» номинацире Вăрмар район хорĕ çĕнтернĕ. Коллективăн художествăлла пултарулăх руководителĕ Вăрмарти шкулти музыка учителĕ В.Быков. Вăрмар районĕн пĕрлештернĕ хорĕ канмалли кун «Чувашия» санаторие каймалли сертификата тивĕçнĕ. Канаш хулин хорĕ ку хутĕнче хушма парнене тивĕçнĕ.
М.Игнатьев хорсем халăхшăн питĕ усăллă пулнине, вĕсем культурăна упраса хăварма витĕм кÿнине асăннă. Çак ĕçе ÿлĕмрен ачасене явăçтарма чĕнсе каланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.