07 октября 2017 г.
Çанталăк кунсерен сивĕтсе те сивĕтсе пырать. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли хăш-пĕр хуçалăхсен шутлă гектарĕсем кăна юлнă. Чылайăшĕ васкавлă майпа йĕтем çине кĕртсе хунă тыррисене сортласа тасатаççĕ, типĕтеççĕ.
"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществин йĕтемĕ çинче ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсене сортласа тасатаççĕ тата СЗСП-20 агрегатпа типĕтеççĕ. Йĕтем çинче ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш сменинче И.Никитина, С.Иванова, Г.Эверсков, О.Кудряшов, иккĕмĕшĕнче - Л.Волостнова, Р.Желтухина, Г.Данилов ĕçлеççĕ. Типĕтекен агрегат пĕр кăлтăксăр ĕçлетĕр тесе А.Алексеев, В.Васильев, Г.Алексеев /ÿкерчĕк çинче/ газ операторĕсем тăрăшаççĕ. С.Петров, Ю.Войков, В.Лукин, Ю.Семенов слесарьсем типĕтекен, тасатакан агрегатсене лайăх ĕçлеччĕр тесе юсасах тăраççĕ. Вĕсен ĕçне хуçалăхри газ енĕпе ĕçлекен агрегатсене пăхса тăракан Г.Андреев инженер йĕркелесе тăрать. А.Александров водителе вара кунĕн-çĕрĕн тенĕ пекех йĕтем çинче курма пулать. Типĕтнĕ тырра склада турттарать тата ытти ĕçсене те пурнăçлать. "Ĕççи вăхăтĕнче йĕтем пĕрре те пушă тăмасть, пухса кĕртнĕ тĕштырăна кĕске вăхăтра пÿлмесене кĕртсе хурас тесе тăрăшатпăр. Кунта вăй хуракансем пурте питĕ ĕçчен, пĕрне ырласа, тепĕрне хурласа каламалли çук. Пĕр тĕллевпе - мĕн акнине, вырса илсе тĕшĕлесе кĕртнине вăхăтра упрама хурасси. Хуçалăх çитĕнĕвĕ эпир ĕçленинчен те нумай килет, çавăнпа та пурте тăрăшуллă", - тет йĕтем заведующийĕ И.Семенова. Çапла пулмасăр, ĕç укçи те мĕн ĕçленинчен килет-çке. Кĕлетсенчи пÿлмесем сарă тырăпа тулни çемье бюджетне те тĕреклетĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.