АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çул валли хатĕрленме тытăннă

07 октября 2017 г.

Çитес çул валли хатĕрленме тытăннă

"Мĕн акатăн - çавă шăтать", - теççĕ халăхра. Ку сăмахсене çĕр çинче акса-лартса, тар юхтарса пахалăхлă тухăç илсе курнисем каланă пулĕ. Эпир те çакна асра тытса хамăр ĕçре туллин усă курса пурнăçласа пырасшăн. Тĕштырă тухăçĕ вăрлăха кондицие çитернинчен нумай килет",- тет "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Н.Шанина.

Специалистсем каланă тăрăх, çитес çул районти пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварма планпа 3068 тонна вăрлăх кирлĕ. Октябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне районти 12 хуçалăхран анализсем валли тĕштырă илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра 1575 тонна вăрлăхлăх культурăсене районти вăрлăх инспекцийĕнче тĕрĕсленĕ. Вĕсен пурин те шăтаслăхĕ лайăххине палăртаççĕ специалистсем. Тасалăхĕ вара вĕсене чăннипех те пăшăрхантарать, лайăх тесе калама çук. Çитес çулхи ака вăхăчĕ çитиччен вĕсене пурне те тасатса кондицие çитерессе шанаççĕ тĕрĕслевçĕсем.

Иртнĕ кунсенче "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕнче ĕçлекенсем Н.Шанинăпа Л.Иванова "Иванов В.А." тата "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществине çитсе килчĕç. Складсене упрама хунă вăрлăхлăх çурхи тулăна тата урпана тĕрĕслев валли хутаçсем çине илчĕç /ÿкерчĕк çинче/. Тĕрĕслев ĕçĕ районта малалла пырать. "Çунана - çулла, урапана хĕлле хатĕрле" текен ваттисен сăмахне çирĕп тытса пырса вĕсем çитес çул акма хатĕрлекен пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсене халех хатĕрлеме тытăннă. Лаборатори ĕçченĕсен хĕрÿ ĕççи пуçланнă тесен те тĕрĕсех. Хуçалăхсене çитсе вăрлăхлăх хатĕрленĕ тыррине кайса илмелле те ăна тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслемелле. Çапла вара пĕр вĕçĕмсĕр ĕç. Тухăç паха вăрлăхран килнине пурте питĕ лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та тĕрĕслев ĕçне вăхăтра пурнăçламаллине палăртаççĕ специалистсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика