АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Массăллă информаци хатĕрĕсем - терроризмпа экстремизма хирĕç

07 октября 2017 г.

Октябрĕн 2-3-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи Наци библиотекинче "Массăллă информаци хатĕрĕсенче терроризмпа экстремизма хирĕç информациллĕ кĕрешÿ йĕркелессин уйрăмлăхĕсем" темăпа семинар иртрĕ.

Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе журналисчĕсем, влаç органĕсен пресс-службисен, вăйсен ведомствисен представителĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем опытлă экспертсемпе тата психологсемпе тĕл пулса лекцисем итлерĕç тата мастер-класа хутшăнчĕç. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ тата ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленипе ирттернĕ. Палăртса хăвармалла, çакăн евĕр семинарсем пирĕн регионта ку таранччен пулман-ха.

Семинара уçса ЧР терроризма хирĕç кĕрешекен комисси аппарачĕн руководителĕ Е.Терешин, экстремизма хирĕç ĕçлекен Ăслăлăхпа вĕрентÿ центрĕн руководителĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультечĕн деканĕ М.Тимофеев, ЧР Наци библиотекин директорĕ С.Старикова тухса калаçрĕç. Вĕсем терроризм тата экстремизм идеологине сарассине хирĕç кĕрешес ĕçре массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, информацие халăх патне тĕрĕс илсе çитернинчен нумай килнине палăртрĕç.

Пĕрремĕш кунхине терроризма хирĕç кĕрешес ĕçĕн психологи тĕлĕшĕнчи уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Обществăлла хăрушсăрлăха хирĕç тăвакан преступленисемпе ĕçлекен эксперт, психолог С.Яковлева экстремистла организацисене лекнĕ çынсен психологине уçса кăтартрĕ, вĕсемпе пулса иртекен улшăнусем çинчен ăнлантарчĕ. Экстремистсем ахаль çынна хăйсен серепине илес тесе мĕнле мелсемпе усă курни пирки каласа пачĕ. Вăл пухăннисене видеофильмсем урлă террористсен ултавлă ĕçĕ-хĕлне, вĕсем хăйсен идеологине халăх хушшинче сарас тĕллевпе мĕн-мĕн тунине уçса кăтартрĕ.

Унтан "РФ ăслăлăх патшалăх центрĕ - А.И.Бурназян ячĕллĕ медицинăпа биофизикăн федераллă центрĕ" федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн экстремаллă психологи лабораторийĕн аслă сотрудникĕ Т.Синицына калаçрĕ. Вăл журналистсен чрезвычайлă лару-тăруллă зонăсенче хăйсене мĕнле тытмалли, информацине халăх патне тĕрĕс тата вăхăтра илсе çитермелли, чрезвычайлă лару-тăрура асап тÿснĕ çынсен психологине тĕплĕн пĕлмелли çинчен ăнлантарчĕ.

Иккĕмĕш кунĕнче те семинар ăнăçлă иртрĕ. Журналистсем умне "Раççей паян" Халăхсем хушшинчи информациллĕ агентствăн патшалăх интернет-проекчĕсен дирекцийĕн редакторĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Е.Дорошенко тухса калаçрĕ. Вăл терроризм тата экстремизм Интернетра, социаллă сетьсенче саракан сиенлĕ хыпарсемпе массăллă информаци хатĕрĕсем урлă кĕрешмелли мелсем çинчен ăнлантарчĕ, сăмах вăйĕ çав тери витĕмлĕ пулнине палăртрĕ. Малалла Нацисем хушшинчи патшалăх наци политикин Канашне информаципе тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен РФ Президенчĕ çумĕнчи комиссин яваплă секретарĕ А.Худолеев сăмах илчĕ. Вăл аркатуллă идеологие хирĕç кĕрешмелли мелсем тата ытти усăллă япаласем çинчен каласа кăтартрĕ. Терроризма хирĕç кĕрешекен наци комитечĕн информаци центрĕн представителĕ А.Поляков та хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Экспертсем ислам тĕнĕпе терроризма хутшăнтарни йăнăш пулнине, терроризмăн тĕн те, национальноç та çуккине уйăрсах каларĕç. Юлашкинчен журналистсене семинара хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем пачĕç.

Палăртса хăвармалла, семинара хутшăнакансен Раççейри террористла тесе йышăннă пĕр организацин малтанхи руководителĕпе тĕл пулма май килчĕ, вĕсем ăна ыйтусем парса çак система шал енчен епле ĕçленине уçăмлатса лайăхрах ăнланма пултарчĕç.

Республикăра çакăн пек семинар ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Вăл ытларах икĕ енлĕ калаçу евĕр иртрĕ, çавăнпа тухăçлăрах та пулчĕ. Семинарта пĕлтернĕ информаци профессионаллă ĕç-хĕлте те, кулленхи пурнăçра та çав тери усăллă, мĕншĕн тесен тĕнчери улшăнуллă лару-тăру пире пурне те тимлĕ пулма хистет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика