07 октября 2017 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах пирĕн районта Вĕрентекенсен кунне уявлаççĕ. Акă ку хутĕнче те вăл районти Культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура иртрĕ.
Вĕрентекенсене профессиллĕ уявпа ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕç. Уява районти учительсен пĕрлештернĕ хорĕ "Тăван кил ăшши" тата "Песня материнской любви" юрăсемпе уçрĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уяв ячĕпе саламланă май ĕçре ÿсĕмсем тунă вĕрентекенсене район депутачĕсен Пухăвĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов районти шкулсенчи вĕрентекенсем çамрăк ăрăва пахалăхлă пĕлÿпе воспитани парас ĕçре ÿсĕмсем туни çинчен каларĕ. Чи пултаруллисене ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене, ЧР Пуçлăхĕн укçан хавхалантармалли свидетельствисене, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ЕЛАКОВА.