АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Передовик»: хуçалăх ячĕ те малта пулма хистет

07 октября 2017 г.

«Передовик»: хуçалăх ячĕ те малта пулма хистет

Октябрĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне паллă тăваççĕ. Шăпах çак вăхăт тĕлне çĕр ĕçченĕсем мĕн çитĕнтерсе илнине пухса кĕртеççĕ, ку е вăл культурăн хăш сорчĕ ăнăçлăрах пулнине, çитес çул мĕн акмаллине е лартмаллине пĕр-пĕрин хушшинче сÿтсе яваççĕ.

Пирĕн районта та "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Акă, Тикашри "Передовик" АПК ООО çĕрулми уйĕнче те халăх кĕшĕлтетет. Хуçалăхра кăçал 40 гектар çĕр çинче "Коломбо", "Журавинка", "Гала" сортсем лартса ÿстернĕ. "Передовик" пуçлăхĕ Виктор Федорович Кандаков /ÿкерчĕк çинче/ палăртнă тăрăх, пуринчен ытла кăçал çĕрулмин ир пулакан "Коломбо" сорчĕ аван тухнипе савăнтарнă.

"Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", - тет çулран-çул çĕр ĕçĕн йывăрлăхĕсене, вăрттăнлăхĕсене парăнтарса пыракан Виктор Кандаков. "Передовик" хуçалăха йĕркелесе яни вунпĕрмĕш çул ĕнтĕ. Çак вăхăтра нумай йывăрлăх витĕр тухма тивнĕ. Ĕç ăнăçлăхĕ ытларах çын факторĕнчен мар, çутçанталăкран нумай килнине палăртать вăл. Кăçалхи çанталăк нумай фермера савăнтармасть. Çавăнпа та кĕтменлĕхсене яланах хатĕр пулма тивет.

Тикаш ялĕнче çуралса, ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер, Виктор Федорович тĕп хуламăрта пурăнать. Анчах та чунĕпе - чăн-чăн ял çынни. Ĕççи вăхăтĕнче яланах ялта. Виктор Федоровичăн ашшĕ Федор Иванович /вăл халĕ пурăнмасть ĕнтĕ/ хăй вăхăтĕнче Тикашри колхоз председателĕ пулнă, паян ывăлĕпе чăннипех те мухтаннă пулĕччĕ. Апла пулин те халĕ ывăлĕн хастарлăхĕпе, пуласлăхĕпе нумай çул учительте ĕçленĕ амăшĕ Римма Семеновна савăнать.

Пĕчĕкренех ĕç майне вĕренсе ÿснĕ В.Кандаков кирек епле ĕçре те ÿркенмест. Кашни çулах 590 гектар çĕр çинче çурхи тĕштырă культурисем, çĕрулми çитĕнтерет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче инженер специальноçне вĕреннĕ пултаруллă руководитель кирек епле техника вăрттăнлăхне те пĕлет, вансан та хăех юсать. Йывăрлăхран хăрамасть Виктор Федорович. Кăçал çанталăк çĕр ĕçченĕсене нихçанхинчен ытларах канăçсăрлантарчĕ, тĕрĕслерĕ пулин те малашне те ĕçлес кăмăл чакмасть унра. "Япăххи те, лайăххи те - йăлтах хамăрăн", - тет анлă тавракурăмлă руководитель шанчăка нихăçан та çухатмалла маррине палăртса. Хăйĕн патĕнче ĕçлекенсене Виктор Федорович укçа-тенкĕ енчен кÿрентермест, çавăнпа та нумайăшĕ чылайранпа ĕçлеççĕ çак хуçалăхра. Ĕçлекенсене вĕри апат çитерессине те йĕркеленĕ кунта. Хуçалăх пуçлăхĕн телефонĕ те шăнкăртатсах тăрать. Шултра, вăрлăхлăх çĕрулмине курттăммăн туянас текен клиентсем шăнкăравлаççĕ. Виктор Федоровича çăмăл мар ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр, Ялхуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика