АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар

05 октября 2017 г.

Ирсерен килекен кăвак шуçăм

Пиллетĕр сире яланах ырă кун,

Пурнăç илемĕ умне туртакан ырă туйăм

Парнелетĕр ăнăçу, вăй-хăват...

текен сăмахсемпе пуçлас килет Арапуçĕнче вырнаçнă ваттисен çуртĕнче пурăнакансем пирки сăмах пуçарнă май. Паянхи кун кунта 26 çын хÿтлĕх тупнă. Пÿлĕмĕсенче ăшă та тирпейлĕ. Кунта пурăнакансем пĕр-пĕрин патне пÿлĕм алăкĕсене шаккаса кĕреççĕ. Икшерĕн, виçшерĕн, пиллĕкĕн пурăнакансем те пур. Ирхине апат çисен хă-шĕсем уяр çанталăкра уçăлма тухаççĕ, теприсен выртса канас килет, хăшĕсене вара çимелли те, уçăлса çÿремелли те пачах та кирлĕ мар - вырăнпах выртаççĕ. Йывăртараххисене вара социаллă работниксем уйрăммăн тимлĕх уйăраççĕ. Тасатаççĕ, çăваççĕ, апата та кашăкпа çитереççĕ, кĕскен каласан вĕсене пĕчĕк ачасене пăхнă пекех пăхаççĕ. Эпĕ пынă вăхăтра ирхи апатне çинĕччĕ ĕнтĕ, харпăр хăй тĕллĕн çÿрекеннисем уçăлма тухма хатĕрленетчĕç. Мана хирĕç Пинер ялĕнчен кунта пурăнма килнĕ Р.Никифорова урама тухатчĕ. Мана курсан тăванне курнă пекех савăннине палăртрĕ те сăмах пуçарчĕ: «Килтĕн-и, чылайранпа курманччĕ-ха, атя кĕр», - терĕ те юлташĕсем патнелле çул тытрăмăр. Энтриялĕнчен килнĕ Ю.Александрова, Кивĕ Вăрмарсем - Е.Дмитриева, Арапуçĕнчи Р.Кузьмина пĕрле пĕр чĕлхе тупса туслăн пурăннине пĕлтерчĕç. Тăтăшах «Хĕрлĕ ялав» хаçата вуланине те каламасăр хăвармарĕç. «Хаçат килнине пĕлсен тÿрех алла тытатпăр, пĕлтерÿсемпе саламсенчен пуçлатпăр вулама, хамăр паллакан ятсене курсан савăнатпăр. Юрать-ха, çак çурт пур пирĕн пек хÿтлĕхсĕррисем валли, тавтапуç кунта вăй хуракансене пирĕнпе яланах ырă кăмăллă пулнишĕн, пире хавхалантарса пынишĕн, яланах пулăшнишĕн», - теççĕ кинемисем кунта ĕçлекен социаллă работниксем пирки. Вĕсемшĕн кунта пурте лайăх, анчах та хăйсемпе пĕрле пурăнакансенчен хăшĕсем ĕмĕрлĕх куçĕсене хупнишĕн пăшăрханни сисĕнчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, пурнăçăн йĕрки çаплалла. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç çулĕ, ăраскалĕ, ватлăх кунĕ. Анчах та пуçа усмалла мар, пурнăç илемне туйса малаллах пурăнмалла. Çапла вара çывхарса килекен Ваттисен кунĕпе саламласа вĕсемпе уйрăлтăмăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика