04 октября 2017 г.
Сумлă çула çитнисене мĕн авалтанах пысăк хисепе хунă. 1992 çултанпа вĕсен ĕçченлĕхĕпе тÿсĕмлĕхне тепĕр хут пуç тайма, ырă сăмахсем калама ятарласа Ватă çынсен кунне уявлаççĕ.
Арапуç ял тăрăхĕ. Ватă çынсен кунĕ ячĕпе Арапуçĕнчи культура çуртĕнче "Славим мудрость и молодость души" музыкăпа тематика каçĕ пулса иртнĕ. Малтанах кунта пуçтарăннисене Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕн заместителĕ Н.Иванова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Ю.Петров уяв ячĕпе ырă та ăшă сăмахсем каласа саламланă. "Летят года" сăвăпа пуçланă уяв каçне ертсе пыраканĕ Н.Петрова.
Малалла художествăлла пултарулăх коллективĕ тĕрлĕ юрăсемпе, сăвăсемпе савăнтарнă. Çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшнăшăн, ăс панăшăн уяв тăршшĕпех тав сăмахĕсем пулнă. Концерт хыççăн çавра сĕтел тавра пуçтарăнса шăкăл-шăкăл калаçнă, чей ĕçнĕçемĕн иртнине аса илмеллисем питех нумай пулнă.
Кавал ял тăрăхĕ. Ваттисен кунне ирттересси нумай çултанпах йăлана кĕнĕ йĕрке кунта. Çак куна халалласа "День добра и мудрости" ятпа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Пухăннисене малтанах Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков саламланă, унтан çак ялти шкул ачисемпе культура çуртĕнче вăй хуракансем юрăсемпе, сăвăсемпе савăнтарнă. Уяв сĕтелĕ тавра пуçтарăннă ветерансем "Пока душа поет, человек живет" юрра шăрантарнă. Çавăн пекех Ваттисен кунне халалланă мероприяти Кивĕ Вĕренер тата Çиçтĕпе ялĕсенче те иртнĕ.
Кĕлкеш ял тăрăхĕ. Çак кун ялти библиотекăра "Хорошо нам рядышком с дедушкой и бабушкой" ятпа савăнăçлă мероприяти пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Кузьмин самаях çулланнă ватăсене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн шкул ачисем савăнăçлă концерт пуçланă. Çулсем иртнĕ пулсан та чунпа çамрăк ветерансем хăйсен иртнĕ кун-çулне тепĕр хут аса илнĕ, малашлăх пирки калаçнă. Ветерансем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80 çулхи кĕвĕсемпе ташласа савăннă. Каярахпа ятарласа хатĕрленĕ уяв сĕтелĕ хушшинче вĕсем чейпе сăйланнă.
Кĕтеснер ял тăрăхĕ. Ваттисен кунне халалланă "Необычный вечер - чайный" мероприяти Кĕтеснер ялĕнчи клубра иртнĕ. Уява килнĕ ватăсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Николаев, ветерансен Канашĕн председателĕ А.Иванов, клуб заведующийĕ А.Скворцов саламласа ăшă сăмахсем каланă. Ветерансен ячĕпе "Соловушки" хĕрарăмсен вокал тата "Ветеран" фольклор ансамблĕсем юрăсем шăрантарнă. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен конкурссем йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсем "Осенний натюрморт" тата "Мастер песни и пляски" парнесем илме пултарнă. Çавăн пекех Ваттисен кунĕ ячĕпе Кивĕ Шулхан ялĕнчи библиотекăра та уяв каçĕ йĕркеленĕ. Сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ май тĕрлĕрен юрăсем юрланă. Ветерансене асăнмалăх пĕчĕк парнесем те панă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.