04 октября 2017 г.
"Ватта сума сăвакан хăй те пулĕ хисеплĕ", - тесе вĕрентсе каланине час-часах илтме пулать. Иртнĕ кунсенче çакна районти ача сачĕсене çÿрекенсемпе шкул ачисем тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕç. Ваттисен кунĕ тĕлне ятарласа концертсем хатĕрлерĕç, пĕчĕк парнесем пачĕç.
"Родничок" ача садне шăпăрлансем 8 ушкăна пайланса çÿреççĕ: Ладушки, Василек, Солнышко, Звездочка, Колокольчик, Капелька, Кроха тата Радуга. Çак ушкăна çÿрекенсенчен, чи пĕчĕккисене шутламасăр, хăйсен аслашшĕ асламăшĕсене, кукашшĕ кукамăшĕсене тата сумлă çулхи тăванĕсене валли ятарласа уяв концерчĕ йĕркелерĕç. Кĕçĕннисем те аслисен концертне курма чи малти рете пырса ларнă. Савăннине пытараймасăр пĕчĕк аллисемпе алă çупрĕç. "Ачасене мĕн пĕчĕкренех хăйсенчен аслисене, самаях çулланма ĕлкĕрнисене тата ваттисене хисеплеме вĕрентесси пирĕн тивĕç. Кашни уявах хутшăнса тĕрлĕрен мероприятисем хатĕрлетпĕр. Ачасене çын умне тухса калаçма, юрлама е сăвă калама, ташлама хăнăхтаратпăр. Пĕр-пĕр уявра пĕр ачин пулсах каймасть пулсан, тепĕр мероприятинче вара çак ача чи пултаруллисенчен пĕри пулса тăрать.Çапла вара ачасем кунран-кун çын умне тухма хăнăхса пыраççĕ", - тет ачасене музыка культурине хăнăхтаракан, юрлама ташлама вĕрентекен музыка руководителĕ Л.Ковалевская. Ку хутĕнче те пĕчĕкскерсем ваттисен кунне халалласа сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç - хăшĕсем хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Ватă çынсене хисеплесе кунти воспитательсем те юрăсем юрларĕç. Ертсе пыраканĕ А.Юнатанова пулчĕ. Уяв хаваслă иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.