АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шухăшлă пулсан ĕç ăнать

04 октября 2017 г.

Пĕр шухăшлă пулсан ĕç ăнать

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи Мир урамĕнчи 12, 14, 16, 18, 20 çуртсенче тата Механизаторсен урамĕнчи 1, 2 çуртсенче пурăнакансем пуху ирттерсе çивĕч ыйту сÿтсе яврĕç. Пухăва Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Кошельков, "Вăрмар районĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ О.Викторов тата унти специалистсем хутшăнчĕç.

Пурне те пĕр ыйту кăсăклантарчĕ - çÿлерех асăннă çуртсенчи канализаци пăрăхĕсене поселокри пĕтĕмĕшле канализаци системи çумне сыпăнтарасси. Паянхи куна çак çуртсенчен тухакан таса мар шыв ятарласа чавнă тарасасенче пуçтарăнса тăрать. Çавна пула çине-çинех чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Тарасасене тасатса тăма шыв сăхакан автомашина чĕнтермелле. Çак ĕçшĕн тÿлеме халăхăн кулленех укçа-тенкĕ пуçтармалла, анчах хăшĕ-пĕри хутшăнасшăн мар. Тарасасене вăхăтра тасатманнине пула вĕсенчен ырă мар шăршă тухса тăрать. Ку çеç-и-ха, кунта пурăнакансем таса мар шыв пăрăхĕсем час-часах пăкланса ларнипе те тертленеççĕ. Çак йывăрлăхсенчен тухас тĕллевпе вырăнти халăх ĕç процесне хăй аллине илсе йĕркелеме шутларĕ.

2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн "Обществăлла инфраструктура аталанăвĕн вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ проекчĕсене ЧР территорийĕнче пурнăçа кĕртесси çинчен" 7 номерлĕ Хушăвĕ тухнă. Çак Хушупа килĕшÿллĕн граждансем хăйсен пуçаруллă шухăшĕсене республика пулăшнипе пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Тăкаксен ытларах пайне республика бюджечĕ хуплать, халăхăн финанс пайĕ 20 процентпа танлашать. Урăхла каласан, енчен те граждансем хăйсем пурăнакан вырăнсене, тавралăха тирпей-илем кĕртес тесе пуçарулăх кăтартсан, çак ĕçе йĕркелеме тăкаксен 20 процентне пуçтарсан, тепĕр 80 процентне республика бюджетĕнчен уйăрса параççĕ. Çакăн евĕр проектсене пурнăçа кĕртессипе республикăра ялхуçалăх министерстви тата строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви, пирĕн районта райадминистрацин строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ ĕçлеççĕ.

Çакна пурне те шута илсе Мир тата Механизаторсен урамĕсенче пурăнакансем пуху ирттерчĕç те. Вĕсем канализаци пăрăхĕсене поселокри пĕтĕмĕшле канализаци системи çумне сыпăнтарас ĕçе вăраха ямасăр пурнăçламалла тесе йышăнчĕç. Çапла, пăр тапранчĕ. Халĕ граждансен кирлĕ документсем пуçтарса вĕсене Вăрмар хула тăрăхĕн администрацине конкурса тăратмалла. Конкурс витĕр тухсан документсене Шупашкара яраççĕ.

Эппин, шанăçа çухатмалла мар, пуçланă ĕçе ăнăçлă вĕçлессишĕн çине тăрсах тăрăшмалла.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.Данилова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика