АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă ĕç

25 сентября 2017 г.

Сăваплă ĕç

Часавайсем ?часов-ньăсем% çĕклесе лартас ĕç мĕн авалтанах сă-ваплă шутланнă.Пирĕн ĕмĕрте çынсем ытларах мулшăн тата влаçшăн çунаççĕ, анчах маларах-и, каярах-и - эпир чун пирки те аса илетпĕр. Пурте Турă айĕнче çÿ-ретпĕр-çке. Мĕн-ха вăл часавай/

Часавай - пĕчĕк чир-кÿ тесен те йăнăш пул-мĕ, унта Турăшсем выр-наçтарса хураççĕ, ал-тарь кăна çук. Ĕненекенсем часавайсенче кĕл тăваççĕ, çурта çутаççĕ. Акă, Çĕнĕ Вĕренер ялĕн-че те темиçе çул каялла часавай тума пуçланă. Ырă ĕç Çĕнĕ Вĕренерте çуралса ÿснĕ, халĕ Канашра пурăнакан Валентина Михайловна Михайлован пуçарăвĕпе пулса пырать. Валентина Михайловна часавай тăвас ĕçе хăйĕн укçи-тенкипе йĕркелесе майлаштарать. Унсăр пуçне Çĕнĕ Вĕренерти ытти çынсем те май килнĕ таран пулăшаççĕ. Валентина Михайловна каланă тăрăх, вăл çак часавая тăвас ĕçе ку тĕнчерен уйрăлса кайнă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене хисепленине палăртас тесе, вĕсен ячĕсене асăнса пуçăннă. 2012 çулта кирлĕ документсемпе хутсем хатĕрлеме пуçланă, унтан часавай никĕсне хывса хăварнă. Паянхи кун тĕлне тĕп ĕçсене вĕçленĕ теме те пулать. Эпир пынă чухне кунта çак ялтах пурăнакан И.Димитриев ĕçлетчĕ. Вăл пире пĕтĕм ĕç-пуçпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Часавай пулакан вырăна Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леноид атте çветтит тунă. Часавай тунă çĕрте çынсем хăйсен ирĕкĕпе, кăмăл ыйтнипе тăрăшаççĕ. Майĕпен пулин те ĕç пурпĕр малаллах шăвать. Çак сăваплă ĕçре Çĕнĕ Вĕренерти И.Димитриевăн тата унăн тăванĕсен - Мускав хулинчи Семеновсен, унсăр пуçне Кивĕ Шулхан ялĕнчи А.Павловăн тата ыттисен те тÿпи пысăк. Кунта вăй хуракансенчен ытларахăшĕ тупăш тăвассишĕн ĕçлемеççĕ, çак сăваплă ĕçе чун туртнипе пурнăçлаççĕ. И.Димитриев каланă тăрăх, халĕ часавайĕнче плитка çыпăçтармалла, тимĕр карта тытмалла, брусчатка сармалла, хапха тăррине купол лартмалла. Тимĕр картине тума Вăрмарти мехзавода саккас панă, вăл кĕçех хатĕр пулать.

Çапла майпа кĕçех Çĕнĕ Вĕренерте те çĕнĕ часавай уçăлĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, православи тĕнне ĕненекенсем кунта пырса Турра кĕл тума пултарĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика