25 сентября 2017 г.
Районта юлашки гектарсем çинче ĕçсем пыраççĕ. Пĕрисем выраççĕ, çĕрулмине часрах кăларса пĕтересшĕн, теприсем çитес çул валли пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсене акса хăварас тесе тĕпĕртетеççĕ, акма паха вăрлăх хатĕрлес тесе тăрăшаççĕ. Кашнийĕ çанталăкăн уяр кунĕсем тăнă вăхăтра юлашки гектарсем çинчи ĕçĕсене вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ. Çак вăхăтра пурин те пÿлмисем тулса, уй-хирсем пушанса пыраççĕ, çĕр ĕçченĕсен кăмăлĕсем те аван.
Иртнĕ кунсенче райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.НИКОЛАЕВ ертсе пынипе, «Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.ШАНИНА тата кунти тĕп агроном Л.ИВАНОВА, хаçатăн корреспонденчĕ А.НИКОЛАЕВА ĕçлĕ çула тухрăмăр.
Малтанах «Ванюков В.Н.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕн йĕтемĕ çине çитрĕмĕр. Çумăр тин çеç çуса кайнă май йĕтемре комбайнсем лараççĕ. Хуçалăх руководителĕ В.Ванюков та уй-хиртен тин çеç каялла кĕнĕскер, вырăн-вырăнпа çумăр çуса йĕпетсе кайнишĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕ. «Пухса кĕртмелли юлашки гектарсем çинче кăна юлнă пулсан та тыр пул шăпи пăшăрхантарать, уй-хире хăварас килмест», - тет Владимир Николаевич. Ахальтен-и-ха вăл хăйне пулăшма кÿршĕсене комбайнĕпех чĕнсе илнĕ. Тĕштырă ани кăштах кушăрханă вăхăтра вĕсем склада кĕрсе выртнă урпана алласа тасататчĕç. Акса хăварма вăрлăхлăх культурăсем те хатĕрлемелле. Çавна кура вăрлăх инспекцийĕн работникĕсем тĕштырăна пур енчен те тĕрĕслеме тесе палăртнă йĕркепе хăйсене кирлĕ чухлĕ хутаçсем çине тырă тултарчĕç.
Ĕçлĕ çулçÿрев малалла «Ямуков Г.Н.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕ еннелле пулчĕ. Вĕсем Тупах ялĕ çумĕнчи участокра икĕ комбайнпа çĕрулми кăларатчĕç. Ĕç шавĕ татти-сыпписĕр кĕрлесе кăна тăрать. Комбайн бункерĕ туласса транспорчĕсем кĕтсех тăраççĕ. 9 гектар çинчи çĕрулмине вĕсем пĕр кунтах кăларса пĕтересси пирки каларĕç. Хуçалăхра çĕрулмине кăçал 243 гектар çинче лартнă пулсан, эпир пынă кун тĕлне 130 гектар ытла пуçтарса кĕртнĕ терĕç. Комбайнпа М.Красновпа С.Иванов ĕçлеççĕ, В.Архипов çĕрулми авăрне çулса тасатать. Н.Васильев, А.Михайлов, Ю.Власов, М.Архипов транспортсемпе çĕрулмине хранилищĕне турттарса тăраççĕ. 2300 тонна упранакан хранилищĕре те ĕç шавĕ таçтанах илтĕнет. Турттарса килнĕ «иккĕмĕш çăкăра» транспортер çинченех юрăхсăррисене суйласа илсе лайăххисене палăртнă вырăна упранма хураççĕ. Кунти агрегата М.Иванов механик пĕр тикĕссĕн ĕçлеттерет. Хăйĕн ĕçне пĕлсе те яваплăха туйса пурнăçланине пĕлтерчĕ хуçалăх руководителĕ Г.Ямуков ун пирки. О.Иванова, Ф.Петрова, Иринăпа Александр Илларионовсем транспортер çинчи çĕрулмине тасатса тирпейлесе тăраççĕ ?ÿкерчĕк çинче%.6450
Э.Макаров хуçалăхăн тепĕр участокĕ çинче çĕрулмине копалкăпа кăларать. Унта та халăх хĕвĕшет. Кĕлкеш, Çитмĕш, Анаткас, Чĕкету, Чулкас, Пинер тата ытти таврари ялсенчен те килнĕ çĕрулми пуçтарма. Çанталăкĕ те ăшă та тÿлек тăнăран та пулĕ кунта ĕçлеме килнисем хаваслă. Эпир апат вăхăчĕ тĕлне çитнĕрен рабочисем кăштах канма ларнăччĕ. Хуçалăх руководителĕ Г.Ямуков тата райадминистрацин ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев ?ÿкерчĕк çинче% 6481 çĕрулми пуçтаракансемпе калаçу пуçарчĕç. Çĕр ĕçĕнчен пуçласа политика таранах çитрĕç калаçса, ыйту — хурав, хурав — ыйту мелĕпе тăсăлчĕ калаçу. Ялта пурăнакансене ытларах сĕт хакĕ пăшăрхантарчĕ, çул-йĕр ыйтăвĕ те пулчĕ, пуçарулăх бюджечĕ те кăсăклантарчĕ халăха. Çĕрулмине транспортсем çине тиесе ăсатакансене, комбайнерсемпе трактористсене, водительсене кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтернишĕн те кăмăллă çĕр ĕçченĕсем, ĕç укçине те вăхăтра тÿлеççĕ. Çавăнпа та ĕçĕ те кал-кал пулса пырать ку хуçалăхра.
Çитмĕш ялĕ çумĕнчи участокра пĕр харăсах 4 комбайн умлă-хыçлă тырă вырать. «Штурвалсем шанчăклă алăра. В.Степанов, В.Сорокин, В.Ванюков, А.Виноградов комбайнерсем нумай çул ĕнтĕ пĕр улшăнмасăр вăй хураççĕ. Вĕсене мĕн ĕç тумаллине калама та кирлĕ мар, хăйсемх пĕлеççĕ, ĕç çине те хуçалла пăхаççĕ», - тет Геннадий Николаевич комбайнсем тырă вырнине ытарлăн пăхса. Ку участокри тĕш тырăна вĕсем йĕтем çине кĕртмесĕрех, тÿрех автомашинăсем çине тиесе туянакансем патне ăсатаççĕ ?ÿкерчĕк çинче% 6505. Комайнсем хыççăн В.Обручков «Кировец» тракторпа хальхи йышши культиватор кăкарса çĕре акма хатĕрлет. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 200 гектар çинче акса хăварнă. Ку ĕçе Г.Виноградов пурнăçланă. Пушă выртакан 126 гектар çĕре те пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Яваплăха туйса ĕçлесен çитĕнÿ те пулатех. Куç хăрать те алă тăвать текен ваттисен сăмахĕ чăна килни палăрать Г.Ямуков хуçалăхĕнче ĕçленине курсан.
Малалла çул Арапуç еннелле пулчĕ. «Иванов В.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕн йĕтемĕ çине çитрĕмĕр. Кунта та ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть. Комбайнĕсем - уйра. Автомашинăсем хиртен йĕтем çине тулли тырăпа васкаççĕ. Çĕрне те сухалаççĕ, кĕрхи культурăсене те те акаççĕ.
Çитсе курнă пур хуçалăхсенче те хĕвеллĕ кунăн кашни минучĕпе туллин усă курасшăн тăрăшни паллă пулчĕ. Пурте юлашки гектарсем çинчен мĕн юлнине пухса кĕртме васкаççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16635 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулсан 15077 гектарне пухса кĕртнĕ. Пурĕ 39310 тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар пуçне 26,1 центнер тухнине палăртаççĕ. Çĕрулмине те 576 гектар çинчен пуçтарса илмелле пулсан, 292 гектарне уй-хиртен кĕртсе пĕтернĕ. Вăл хальлĕхе пĕр гектар пуçне шутласан вăтамран 205,0 центнер тухнă. Хăмлана 23,5 гектар çинчен татса тирпейленĕ. Ăна пĕр гектар пуçне шутласан 17,1 центнер пухнă.
Кĕрхи ĕçсем районта малалла пыраççĕ.